23 ноября 2016 г.
Ноябрĕн 19-мĕшĕнче Серенкасси ялĕнче пурăнакан Федосия Борисовна Оринова 90 çул тултарчĕ, сумлă юбилей ячĕпе вăл Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Владимирович Путинăн саламлă Çырăвне тивĕçрĕ. Пурнăçа тĕрлĕрен ирттерме пулать. Анчах та ĕмĕре чыслă ирттерни нимĕнрен те паха тесе шутлатăп. Халăхăн хисепĕ тата хăв çуратса ỹстернĕ ачасен пархатарĕ, пушшех те, хаклă. Серенкасси ялĕнче çуралса ỹснĕ, çакăнтах тĕпленнĕ Федосия Борисовна Оринова вара хăйĕн ĕмĕрĕнче чăваш хĕрарăмĕн тивĕçне чыслăн пурнăçларĕ тесе çирĕппĕнех калама пулать.
Ял-йыш, тăванĕсемпе ачисем хушшинче вăл хисепре. Иртнĕ канмалли кунсенче Федосия Борисовна 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Ăна саламлама ачисемпе мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем, тăванĕсем йышлăн пухăнчĕç, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр, иксĕлми вăй-хал сунчĕç.
- Эпĕ хамăн аннене çурлапа тырă вырнине те, колхоз уй-хирĕнче халăхпа тăрăшнине те, хуркайăксем пек карталанса утă çулнине те астăватăп. Куçсем яланах ăна шыратчĕç. Ун пек илемли тĕнчипе те çук пек туйăнатчĕ. Киле таврăнсан анкарти ĕçĕсене тунине, выльăх-чĕрлĕхне пăхнине, ачисем тутă пулччăр тесе кăмака умĕнче кăштăртатнине пĕрмаях аса илетĕп. Мĕн ватăличчен - ĕçре! Ывăннине те туймастчĕ пулмалла. Аннен ĕмĕрĕ татах та вăрăм пултăр тесе, кил ăшшине упраса пурăнма Турăран ыйтатпăр, Турра кĕл тăватпăр эпир, ачисем, - тет Федосия Борисовнăн тăваттăмĕш ывăлĕ Вячеслав.
Федосия Оринова Калкасси каччипе Николай Николаевичпа çемье çавăрса 5 ывăл çуратса ỹстернĕ. Шел те, мăшăрĕ 12 çул каяллах çĕре кĕчĕ. Виççĕмĕш ывăлĕ Олег та 7 çул каялла пурнăçран вăхăтсăр уйрăлчĕ. Çак хуйхăсене пулах Федосия Борисовнăн сывлăхĕ хавшарĕ. Паян вăл Юра ывă- лĕпе тата унăн çемйипе пĕрле пурăнать. Ватăна кун кунлама ывăлĕпе кинĕ, мăнукĕсем пỹртре пур майсем те туса панă: ăшă, шывĕ ăшши-сивви кĕрет-тухать, çăвăнса тасалмалли майсем пур...
Çав вăхăтрах вĕсен кил-çуртĕнче тирпейлĕх хуçаланать - вĕсен пекки ялта сайра-хутра. Паянхи кун хăйĕн ĕмĕрне колхозпа çыхăнтарнă Ф.Оринова 15 мăнукĕпе 16 кĕçĕн мăнукĕ пурришĕн савăнать.
А.САН.
Источник: "Пирěн пурнăç"