25 ноября 2016 г.
Паянхи хĕрарăм - кил-çурт ăшшине упракан çеç мар, хĕрарăм-аннесем тĕрлĕ отрасльте ăнăçлă ĕçлекенсем те, ачисене тивĕçлĕ вспитани парса ỹстерекенсем те, ялăн обществăлла пурнăçне тỹпе хывакансем те.
Паянхи кун районта 14 пин те 975 çын пурăнать, вĕсенчен 7 пин те 636-шĕ - хĕрарăм-аннесем: ĕçлеме пултаракан хĕрарăмсем - 2863-ĕн, тивĕçлĕ ка-нурисем - 3540-ĕн. Кăçал паянхи кун тĕлне районта 104 ача çуралчĕ, вĕсенчен 47-шĕ хĕрачасем - вĕсем пурте пулас аннесем. Хĕрарăмсенчен нумайăшĕ 30 çулччен анне пулаççĕ. Кăçал пĕрремĕш хут анне ятне 36-ăн илтрĕç. 2016 çулхи январь-ноябрь уйăхĕсенче çуратнă 104 амăшĕнчен пĕри 18 çула çитмен, 22-шĕ мăшăрланман.
Районти социаллă хỹтлĕх пайĕнче паян нумай ачаллă 114 çемье учетра тăрать, вĕсенче 372 ача ỹсет: 3 ачаллисем 90 çемье шутланать, 4 ачаллисем - 18 çемье, 5 ачаллисем - 6 çемье. 2007 çултанпа Раççейре амăшĕн капиталĕн федераллă программи ĕçлет. Унтанпа районти икĕ тата ытларах ачаллă 900 яхăн çемье амăшĕн капиталĕн сертификатне алла илнĕ. Вĕсенчен 500 яхăн çемье сертификатпа кил-çурт условийĕсене лайăхлатма усă курнă, 10-шĕ ачасен вĕренĕвĕшĕн тỹленĕ.
Районта пирĕн Ваттисен çурчĕ иккĕ: Атнарта тата Березовкăра. Вĕсенче 21 хĕрарăм пурăнать, 8-шĕ - анне, апла пулсан ачисем пур темелле. Шел те, пирĕн хушăра йĕркесĕр амăшĕсем те сахал мар. Кăçал районти 2 хĕрарăмăнне ачисене туртса илнĕ. Паянхи кун районта 120 тăлăх ача шутланать, 64 тăлăх хваттер илме черетре тăрать.
Çав хушăрах ĕç шыракансем те пур. Сăмахран, ноябрĕн 14-мĕшĕ тĕлне районти ĕçлев центрне 761 çын ĕç тупас тĕллевпе пынă пулсан, вĕсенчен 52,82 проценчĕ хĕрарăмсем пулнă. Паянхи кун тĕлне 45 çынна ĕçсĕррисен шутне илнĕ, вĕсенчен çурри, 20-шĕ, хĕрарăмсем.
Ĕç рынокĕнчи лару-тăру çăмăлах мар пулин те пирĕн аннесем çухалса каймаççĕ, çемьене тытма, ачасене воспитани памашкăн укçа-тенкĕ ĕçлесе илмелли майсем тупаççех, килти хушма хуçалăхра выльăх тытса унăн продукцине сутса укçа тăваççĕ. Арçын вырăнне те ĕçлеме пултараççĕ, аякка ĕçлеме çỹресе çурт-йĕр те çĕклеççĕ, хăйсемех машина рулĕ умне ларса ачисене те садике леçеççĕ.
Аннесемпе ытларах районта больница тата вĕренỹ учрежденийĕсем ĕçлеççĕ. Аннемĕр кунĕ умĕн уйрăмах тав сăмахĕ калас килет ачасен тата аннесен сывлăхне сыхлакансене: ача-пăча (заведующийĕ - Е.В.Матвеева) тата хĕрарăмсен (заведующийĕ - Г.И.Журавлева) консультацийĕсен ĕçченĕсене. Вĕсем шанса панă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.
Пур аннесене те уяв ячĕпе саламлатăп! Анне ятне тивĕçлех пуласчĕ те ачасен пархатарне курасчĕ!
Алина ОРИНОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"