25 ноября 2016 г.
Серенкасси ялĕнче Ямброськин хушаматлисем сакăр çемье - пурте нумай ачаллă: пĕринче 12 ача, тепринче - 11, виççĕмĕшĕнче - улттă... Ялта ĕçченлĕхпе, сăпайлăхпа, ăс-тăнпа палăрнă йăх...
Ялта - чи асли
Ямброськинсем хушшинче паян ялта чи асли те пур. Вăл - Матрена Филипповна Ямброськина, ноябрĕн 3-мĕшĕнче 99 çул тултарчĕ. Тыл ĕçченĕ, вăрçă инваличĕн арăмĕ. Вăй-халĕ чакса пынăçем халĕ ăна 67 çулхи аслă хĕрĕ Зоя пăхать. Ачисем темле чĕнсен те ватă çын тăван килĕнчен тухасшăн мар, хăйĕн килĕнчех канлĕ те ырă ăна. Ялти пурнăç йывăрлăх ан кăлартăр тесе амăшĕ валли газне те, шывне те кĕртсе панă.
Матрена Филипповна Питĕркасси хĕрĕ, хĕр чухнехи хушамачĕ Куливанова пулнă. Мăшăрĕпе, Павел Андреевич Ямброськинпа, вĕсем 1947 çулта пĕрлешсе çемье чăмăртанă. Вăрçă хыççăн юхăннă халăх хуçалăхне ура çине тăратма çăмăл пулман. Пурнăç йывăррине пăхмасăр пĕрлешнĕ мăшăр пурăна киле капмар йывăç çурт лартнă. Иккĕшĕ те колхоз ĕçĕнче вăй хунă.
Вилĕме çĕнтерсе
Павел Андреевич пирки уйрăм калас килет. Вăл, 1919 çулхи январь уйăхĕнче çуралнăскер, малтанах Фин, унтан Аслă Отечественнăй вăрçăсене хутшăннă. Унăн чи хĕрỹ çапăçусенче пулма тивнĕ, темиçе хутчен те йывăр аманнă, сывалсанах çапăçăва васканă. Хастарлăх кăтартнăшăн "Хăюлăхшăн" медале, виççĕмĕш степеньлĕ Мухтав орденне тивĕçнĕ. Вăл вăрçăра пулнă çулсенче амăшĕ ывăлĕ вилни пирки пĕлтернĕ хут та илнĕ. Анчах чăваш каччи вилмен, вăл хăйĕн çарти юлташĕсемпе пĕрле хула хыççăн хула ирĕке кăларса пынă. Юлашки çапăçура пуля Павел Андреевичăн кăкăрĕ çинчи Хĕрлĕ Ялав орденĕ çине пырса çапăннă, аяккалла сирпĕннĕ чух хулпа питçăмартине амантнă. Пуля паттăртан хăрать тени тĕрĕсех иккен.
Вăрçă хыççăн Павел Андреевич, виççĕмĕш ушкăн инваличĕ, чылай хушă "Путь Ильича" колхозра бригадирта, ферма заведующийĕнче ĕçленĕ. 1973 çулта "Ĕç ветеранĕ" медале тивĕçнĕ. Анчах та Павел Андреевичăн пурнăçĕ 1979 çулта синкерле татăлнă. Ял-йышра вăл хăй çинчен ырă йĕр хăварнă.
Ултă хĕр, ултă кĕмĕл
1948 çулхи январĕн 19-мĕшĕнче Ямброськинсен хĕр çуралнă, ăна Зоя ят хунă. Унтан пĕрин хыççăн тепри çут тĕнчене хĕрсем килме пуçланă: 1949 çулта - Мария, 1952 çулта - Галя, 1955 çулта - Зина, 1958 çулта - Нина, 1962 çулта - Ольга. Матрена Филипповна каланă тăрăх, пур ачине те вăл килтех çуратнă. Аслă хĕрĕ çуралнă чухне ун айне хума кил-таврашĕнче татăк-пусма та пулман. Çапах та мăшăр ултă хĕре çуратса ỹстерсе çын тунă. Вĕсем пурте тенĕ пекех аслă шкул пĕтернĕ: кассир, экономист, технолог, агроном, иккĕшĕ педагог профессийĕсене алла илнĕ. Кĕçĕнни, Ольга Павловна, физкультура учителĕнче ĕçленĕренпе кăçал 36 çул çитнĕ. 2007 çулта ăна "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ят панă. Унсăр пуçне 2009 çулта вăл республикăри чи лайăх учительсен конкурсĕнче çĕнтерсе укçа хавхалантарăвне тивĕçнĕ. Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче нумай çул француз чĕлхипе вĕрентнĕ, районти учительсенчен чи пĕрремĕш аслă категорие тивĕçме пултарнă Зинаида Павловнан (тăваттăмĕш хĕрĕ) кун-çулĕ вара темиçе çул каялла йывăр чире пула вăхăтсăр татăлнă. Матрена Филипповнăна хĕрне хăйĕнчен малтан леш тĕнчене ăсатма çăмăл пулман. Яланах çирĕп кăмăллă пулнă хĕрарăм вăл вилсен сахал мар куççуль тăкнă.
Вăхăт сиплет
Паян 99 çулхи кинемей мăшăрĕ тунă кил-çуртрах пурăнать, ытларах ĕлĕкхине аса илме юратать. Пурнăçĕнче темиçе хут операци сĕтелĕ çине выртнă пулин те, ăс-тăнне упраса хăварма пултарнă вăл. Кăштăртатса çỹрекелет, çуллахи кунсенче пахчана тухса чăваш юррисене аса илсе юрлама кăмăллать. Матрена Филипповнăн хĕрĕсемпе кĕрỹшĕсем, 10 мăнукĕ, 4 кĕçĕн мăнукĕ ун патне килсех тăраççĕ, хушма хуçалăхри, сад-пахчари ĕçсене туса пулăшаççĕ. 99 çул тултарнă кун та вĕсем кукамăшĕ патне пухăннă, сăнỹкерчĕксем ỹкерттернĕ.
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"