25 ноября 2016 г.
Иккĕмĕш Хурашашри нумай ачаллă Афанасьевсем патне çула тухнă май куç умне ачалăхри ỹкерчĕк тухса пычĕ - кỹршĕре пурăнакан йышлă çемьери пĕри теприне макăртакан вак ачасем, купи-купипе чашăк-тирĕк, пухăнса кайнă çумалли кĕпе-йĕм, унта-кунта выртакан теттесем... Кĕрсен çавăн пеккине курас пек туйăннăччĕ те - йăнăшрăм...
Капмар кирпĕч çурта кĕрсен алăк сассине илтсе чи малтанах икĕ пĕчĕк ача малти пỹлĕмрен чупса тухрĕ, унтан тăпăл-тăпăл хĕрарăм курăнса кайрĕ - пире хирĕç Надежда Алексеевна Афанасьева тухрĕ. Пысăках мар кĕлеткеллĕ хĕрарăм пире хапăл туса йышăнчĕ те малалла иртме чĕнчĕ. Пысăк та хăтлă, ăшă çуртра 90-ран иртнĕ хунямăшĕ, мăшăрĕ Александр Серафимович тата хĕрĕпе кĕрỹшĕ пур-мĕн. Чĕвĕлти сассипе кил-çурта илем кĕртекеннисем мăнукĕсем иккен.
Надеждăпа Александр Афанасьевсем икĕ хĕрпе ултă ывăл çуратса ỹстернĕ. Вĕсем пурте ура çине тăрса çын пулнă ĕнтĕ. Ачисем сакăр мăнук парнелеме те ĕлкĕрнĕ вĕсене, кĕçех тепĕр мăнук çуралмаллине те савăнса пĕлтерчĕç. Таса та тирпейлĕ кил-çуртăн пĕр стенине сăнỹкерчĕксем илем кỹреççĕ, вĕсенче - хĕрĕсемпе кĕрỹшĕсем, ывăлĕсемпе кинĕсем, мăнукĕсем тата çемьере пулса иртнĕ пурнăçри паллă пулăмсем сăнланнă. Пăхнăçем пăхас килет, кашни сăнỹкерчĕкре - йăваш та çепĕç çемьери хутшăнусем, килĕшỹпе ăнлану палăрать. Çак паха енсем çинче тытăнса тăма кирлĕ те ĕнтĕ кашни çемье.
- Çакăнта эпир сăнỹкерчĕксенчен йăх-несĕл йывăççи тăвасшăн-ха, - мăнаçлăн пĕлтерчĕç кил хуçисем.
Надеждăпа Александр 1979 çулта çемье чăмăртанă. Çемьере кĕçĕнни пулнăран Александр мăшăрĕпе тĕп килте пурăнма юлнă. Малтанах вăл клуб заведующийĕнче, каярахпа "Победа" колхозра трактористра, склад заведующийĕнче, заправщикра ĕçленĕ. Надежда вара Хусанушкăнчи çыхăну уйрăмĕнче 26 çул вăй хунă. Вунă çул каялла пенсие тухнă, тивĕçлĕ канура та ял клубĕнче пилĕк çул хушши тăрăшнă, районти, ял тăрăхĕнчи культура мероприятийĕсене сахал мар хутшăннă.
Александр Серафимович вара иртнĕ çул кăна тивĕçлĕ канăва тухнă. Мăшăр хăй ĕмĕрĕнче пĕр кун та ĕçсĕр ларман. "Платник ĕçĕпех пурнăç иртсе пычĕ", - тет Надежда Алексеевна мăшăрĕ çине пăхса. Ĕçне те çỹренĕ, стройкине те тунă. Хăйсен кил-çуртне çĕнĕрен тунă хыççăн миçе çурт лартман-ши вĕсем? Ывăлĕсем валли, амăшĕ валли...
Ỹркенмен ăста пулнă, теççĕ халăхра. Ĕçлеме хăнăхнăскерсем халĕ те кĕрĕк арки йăваласа лармаççĕ. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, май пур таран ывăл-хĕрне пулăшма тăрăшаççĕ. Ачисем те ашшĕ-амăшĕ патне килсе çỹреççĕ, уйрăмах çуллахи вăхăтра пулăшу кỹреççĕ.
Çак мăшăртан манăн: "Мĕншĕн çавăн чухлĕ ача çуратас терĕр? Мĕншĕн иккĕ-виççĕ мар?" - тесе ыйтас килчĕ. Ыйтма хăяймарăм. Пĕлетĕп, кун пек ыйтăва хăшĕ-пĕри Турра ĕненнипе çыхăнтарма пăхать, нумайăшĕ вара кĕскен, кулкаласа: "Ачасене юратнипе!" - тет. Мăнукĕсене чĕркуççи çинче сиктерекен, ăшшăн çупăрлакан мăшăр çине пăхатăп та çакна ĕненетĕп, пĕчĕкскерсене юратмасăр май та çук. Хăйсен ачи-пăчине çуратнă чух Афанасьевсем хулпуççи çине мĕн тери йывăр тиев илессине, çавăн пекех ватлăх кунĕсем çитсен пĕччен пулмасса, ачисемпе, мăнукĕсемпе йăпанасса пĕлсе тăнă. Çакна халĕ пысăк та туслă кил-йыш аван кăтартса парать.
А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"