25 ноября 2016 г.
Ольга Трофимова Упукушкăнь ялĕнче пурăнать. Хăй вăхăтĕнче вăл колхозра ĕçленĕ, унтан 25 çул хушши Упукушкăнь больницинче санитаркăра вăй хунă. Çакăнтанах ĕç вырăнне кĕскетнĕ май пенсие тухнă.
Мăшăрĕ хăй вăхăтĕнче "Васкавлă пулăшу" машинипе нумай çул ĕçленĕ, анчах та арçын юн пусăмĕ пысăкланнипе асапланнă. Çак амака пулах унăн 2004 çулта инсульт пулнă, çакăн хыççăн ăна ивалидлăх панă. Александр Павлович икĕ çул каялла çĕре кĕнĕ.
Ольгăпа Александр Трофимовсем виçĕ ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă.
- Виççĕшĕ те ывăл, пурте яваплă вырăнсенче ĕçлеççĕ. Яла килсех çỹреççĕ. Ултă мăнук парнелерĕç мана, - тет Ольга Семеновна.
Ачисем ăна хулана пурăнма чĕнеççĕ, анчах унăн хăнăхнă тăван ялтан тухас килмест. Выльăх-чĕрлĕх усрать, сад-пахчара ĕçлет. Çулсем иртнĕ май хăйĕн те юн пусăмĕ вылянине туять хĕрарăм. Çавна пулах унăн ĕнипе сывпуллашма тивнĕ. Ачисем те амăшне хĕрхенсе: "Анне, ĕне тытма çăмăл мар. Халь сан хăвăншăн пурăнмалла, сывлăхна упрамалла. Атте те ĕçлерĕ-ĕçлерĕ, канлĕ пурăнса кураймарĕ", - тенĕ.
- Итлерĕм çав. Тĕрĕсех калаçççĕ. Хăнăхнă эпир, чăвашсем, ĕçлемесĕр пурăнма пултараймастпăр çав, - тет 65 çула çывхаракан хĕрарăм. Халĕ унăн хушма хуçалăхĕнче ĕне çук пулсан та картиш пушă мар, вăкăрсем ỹстерет, чăх-чĕп тытать. Вĕсене пăхса çаврăнсанах пỹрте кĕрсе алла ĕç тытать, ывăлĕсемпе кинĕсем, мăнукĕсем валли çăм нуски çыхать тата эрнере иккĕ килекен "Пирĕн пурнăç" хаçата интересленсе вулать.
- Хаçатсăр пурăнаймастăп, ăна вуласа районти юлашки хыпарсене, çуралнă кунсене пĕлсе тăратăп, - тет вăл район хаçатне алла илсе.
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"