30 ноября 2016 г.
Юлашки вăхăтра телефонпа усă курса улталанă тĕслĕхсем йышланнине кура районти полици уйрăмĕ асăрхануллăрах пулма ыйтать. Телефон çыхăнăвĕ урлă пурнăçланă ултавсене тăватă ушкăна пайлама пулать.
Пĕрремĕшĕ - сирĕн тăванăр е çывăх çыннăр ырă мар лару-тăрăва çакланнă тесе шăнкăравлаççĕ те укçа тỹлесен "ыйтăва татма" май пуррине калаççĕ, укçана еплерех куçармаллине (пĕр-пĕр номер çине) ăнлантараççĕ.
Иккĕмĕшĕ - эсир вылявра çĕнтернĕ (машина та пулма пултарать) тесе шăнкăравлаççĕ е смс-пĕлтерỹ яраççĕ. Унтан çĕнтернĕ япалана илес тесен пĕр-пĕр номер çине комисси укçине тỹлеме ыйтаççĕ. Укçана тỹлесенех асăннă номер хуçисем телефон тытма пăрахаççĕ.
Виççĕмĕшĕ - сирĕн банк карттине блокировка туни пирки пĕлтереççĕ. Банк сотрудникĕ шăнкăравланă евĕр калаçса программа тĕрлĕ сăлтава пула ĕçлеме пăрахнине калаççĕ, банк терминĕсемпе усă курса шанăçа кĕреççĕ. Банк терминалĕ умне пырса пĕр-пĕр номер çине шăнкăравласа унпа калаçакан ăнлантарса пынă тăрăх карттăпа тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлама ыйтаççĕ. Калаçнă хушăра ултавçă банк карттин уйрăм реквизичĕсене (пин-код...) пĕлет, унтан хăйне кирлĕ номер çине укçа куçарса илет.
Тăваттăмĕшĕ - медицина пулăшăвĕ парасси тата эмелпе тивĕçтересси пирки калаççĕ. Ватăрах çынсем патне шăнкăравласа ку е вăл чир-чĕртен хăвăрт сыватакан эмел е медицина приборĕ сĕнеççĕ, банк счечĕ çине укçа куçарма ыйтаççĕ.
Хисеплĕ граждансем, асăрхануллă пулăр! Хăвăра улталама ан парăр. Тĕрлĕ тавар сĕнекенсене, социаллă ĕçченсем пек пыракансене ан ĕненĕр. Çỹлерех асăннă йышши тĕслĕхсенче тимлĕ пулăр. Иккеленỹ çуратакан çынсем пирки тỹрех полицине 02 е 2-11-01 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерĕр.
Василий БЕЛОВ, районти полици уйрăмĕн начальник çумĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"