АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх-чĕрлĕх алла пăхать

30 ноября 2016 г.

Выльăх-чĕрлĕх алла пăхать

Ĕçчен те тăрăшуллă çамрăксемпе пуян Атнар ял тăрăхĕ. Акă Трапайри пăрусене пăхакан комплексра 28 çулхи Александр Ильич Юманкин тăрăшать. Пилĕк çул хушши ĕнтĕ вăл хăйне шанса панă ĕçе тивĕçлĕ пурнăçласа пырать. Çамрăк специалист пĕчченех 3 уйăх хыççăнхи 284 пуç пăрăва çулталăк тултаричченех пăхса тăрать, вĕсене талăкра 700-800 грамм ỹт хуштарать. Яш Çĕмĕрлери 6-мĕш номерлĕ училище пĕтернĕ, слесарь-механик профессине алла илнĕ. Анчах хăйĕн кун-çулне тăван ялпа, тăван хуçалăхпа çыхăнтарма шутланă. Ĕç укçи те тивĕçтерет çамрăка. Ют çĕре каймасăрах кĕсьене уйăхсерен укçа килсе тăрать. Ĕçĕ кунтах пур. Ĕçлеме кăна ан ỹркен. "Хам ĕçе пĕлетĕп. Шанса панă ĕçе тивĕçлĕ пурнăçлама тăрăшатăп. Çывăрма вăхăчĕ те çук - ир-ирех ĕçе утатăп, тĕттĕмленсен тин киле таврăнатăп. Апатне те хамăнах памалла, тислĕкне те хамăнах тасатса тăмалла. Мĕнех, кун йĕрки çапла. Ĕç тухăçлăхĕ унăн пахалăхĕнчен килет", - тет Александр Юманкин.

А.ВАСЮКОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика