30 ноября 2016 г.
Районти полици уйрăмĕ кăçалхи январь-октябрь уйăхĕсенче районта пурăнакансене тĕрлĕ преступленисенчен хỹтĕлес енĕпе чылай ĕç турĕ, ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама тăрăшрĕ. Регистрациленĕ мĕнпур преступлени хисепне, пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, 15,1 процент таран пĕчĕклетме май килчĕ. Пĕлтĕр вунă уйăхра 159 преступлени тунă-тăк, кăçал - 135. Питĕ йывăр преступленисен хисепĕ те пĕлтĕрхинчен чакрĕ - 1 (2015 çулта - 7). Çын сывлăхне пĕчĕк тата вăтам сиен кỹнĕ тĕслĕхсем пĕлтĕрхинчен нумайрах. Вĕлерессипе хăратни те пĕлтĕрхинчен пĕрре ытларах (8), ют транспорта хапсăнни те ỹсрĕ. Граждансем полици уйрăмне тĕрлĕ ыйтупа пырасси сахалланчĕ. Иртнĕ çул çак кăтарту 2650-па танлашнă пулсан, кăçал - 2407. Асăннă тапхăрта суда 128 уголовлă ĕç ярса патăмăр, пĕлтĕрхинчен 15 преступлени сахалрах. Наркотик хатĕрĕсене саккунсăр çаврăнăша кĕртнĕ тĕслĕх пĕлтĕрхи пекех - пĕрре. Коррупци енлĕ преступленисем - 2. Терроризмла тата экстремистла фактсене тупса палăртман. Ытларах ют пурлăха хапсăнни тĕл пулать. Уçман преступленисен шучĕ 11-пе танлашать, иртнĕ çул - 12. Преступленисене ытларах эрехпе иртĕхекенсем тăваççĕ (60 процент, пĕлтĕрхинчен 10,3 процент ỹсрĕ). Кашни иккĕмĕш преступлени çакăнпа çыхăннă тесен те йăнăш мар. Саккуна ытларах обществăлла вырăнсенче, урамра пăсаççĕ (вăрлани, транспорт хатĕрне тапратса кайни, çул-йĕр правилисене пăсни, асаплантарни, власть предста-вителĕсене кỹрентерни, хĕнени). Отчетлă тапхăрта шыравра 5 преступник тăчĕ (пĕлтĕр - 7), тупманнисем иртнĕ çулхи пекех - 3. Çывăх тăванĕсемпе çыхăну çухатнă çынсен шучĕ çаплипех - 5. Хыпарсăр çухалнисем - 8, 4-шĕ халĕ те шыравра. Январь-октябрь уйăхĕсенче 612 административлă протокол çырма тиврĕ. Хунă штрафсен сумми 371150 тенкĕпе танлашрĕ, 60,9 процентне шыраса илнĕ.
Александр МИХОПАРКИН, районти полици уйрăмĕн начальникĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"