30 ноября 2016 г.
Нумаях пулмасть Иваново хулинче йăлари газ сирпĕннĕччĕ, ăна пула ултă çыннăн кун-çулĕ татăлнăччĕ, вăл шутра тăватă çулхи ача та пур. Суранланнисен шучĕ те сахал мар пулнăччĕ. Регионсенче кун пек инкексем татах пулнă. Вĕсен сăлтавĕ - газ оборудованийĕпе тĕрĕс усă курманни, вĕсен юсавлăхне вăхăтра тĕрĕслеменни. Çак ĕçре квалификациллĕ специалистсем пулăшма тивĕç. Çавăнпа та патшалăх граждансене çак енĕпе ĕçлекен организацисемпе килĕшỹ тума сĕнет. РФ Президенчĕ В.Путин тата РФ гражданла оборона, чрезвычайлă лару-тăру тата синкерле инкексене сирес енĕпе ĕçлекен министрăн пĕрремĕш çумĕ В.Степанов ноябрь уйăхĕ хушшинче çĕршыв территорийĕнчи пур хуçалăхри газ оборудованисене тĕрĕслесе пĕтерме хушнă. Çавăнпа та район территорийĕнче те профилактика ушкăнĕсем йĕркеленĕ. Ушкăнсем газ участокĕн, администрацин, пушар чаçĕн ĕçченĕсенчен тата ытти яваплă çынсенчен тăраççĕ. Правительство йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн çуртсенчи, хваттерсенчи тĕтĕм тата вентиляци каналĕсене çулталăкне виçĕ хутчен (хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланиччен, варринче тата вĕçленнĕ хыççăн) тĕрĕслеттермелле. Çавăн пекех юсавсăр газ оборудованийĕпе усă курма юраманнине асра тытмалла. Сĕтел-пукана, ытти çунакан япаласене, материалсене газ приборĕсенчен 2 метр аяккарах вырнаçтармалла, çакăнса тăраканнисене - 0,7 метр çỹлерех. РФ Правительствин 2016 çулхи сентябрĕн 20-мĕшĕнчи 947 номерлĕ йышăнăвĕпе 2017 çулхи октябрь уйăхĕнчен пушарпа кĕрешмелли режим правилисене улшăнусем кĕртеççĕ. Унпа килĕшỹллĕн юсавсăр газ приборĕсемпе усă курма, вĕсене тимлĕхсĕр хăварма (талăкĕпех ĕçлеме кирлĕ газ приборĕсемсĕр пуçне) юрамасть. Сĕтел-пукана та, ытти çунакан япаласене те, материалсене те правилăсене пăхăнса вырнаçтармалла. Астăвăр, сирĕн тата кỹршĕсен хăрушсăрлăхĕ эсир газ приборĕсемпе тĕрĕс усă курнинчен, пушар хăрушсăрлăхĕн нормисемпе правилисене пăхăннинчен килет.
Алексей ЯРАБАЕВ, районти пушар асăрхавĕн патшалăх инспекторĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"