АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăйсен ĕçĕнче чăн ăстасем

30 ноября 2016 г.

Хăйсен ĕçĕнче чăн ăстасем

Атнарти вăтам шкул столовăйĕнче кашни кунах 135 ача апатланать. Шкул ачисене тутлă апат çитерессишĕн 24 çул ытла ĕнтĕ кунта Роза Орлова повар тăрăшать. Роза Германовнăн ирхи пилĕк сехетрех ĕç вырăнне васкать. Иккĕмĕш тата виççĕмĕш уроксем хыççăн çиекен вĕренекенсем валли вĕри апат хатĕр пулмалла-çке. Ачасем вара вăл пĕçернĕ техĕмлĕ апата кăмăлласах çиеççĕ. Повара шкул столовăйĕнчи ĕçсене пурнăçлама Ольга Ивановна Михайлова пулăшать, вăл кунта виççĕмĕш çул тимлет. Пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе ĕçлеççĕ вĕсем. "Шкул столовăйĕнче тăрăшакансем - хăйсен ĕçĕнче чăн ăстасем", - теççĕ вĕсем пирки шкулти вĕрентекенсем те, ашшĕ-амăшĕ те.

А.КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика