02 декабря 2016 г.
Паян районта пĕтĕмпе 1207 инвалид шутланать, вĕсенчен 93-шĕ - инвалид ачасем. Хевтесĕр 184 çын (пĕрремĕш ушкăнрисем - 13 çын, иккĕмĕш - 73, виççĕмĕш - 72, инвалид маррисем - 26) районти инвалидсен обществин членĕ шутланать. Общество членĕсем районта иртекен мероприятисене активлă хутшăнаççĕ, пурнăçри йывăрлăхсене, чăрмавсене сирсе активлă пурнăçпа пурăнма тăрăшаççĕ.
Кашни çулах Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне халалласа районта мероприяти ирттеретпĕр. Ун пек тĕлпулу паян район администрацийĕнче иртет. Çавăн пекех ĕнер эпир, районтан тăватă çын, вăл шутра икĕ ача, Çĕнĕ Шупашкарта иртекен инвалидсен республикăри спорт фестивальне хутшăнтăмăр. Унта эпир дартс, сĕтелçи теннисĕ, шашка, шахмат вăййисенче тупăшрăмăр. Унсăр пуçне фестивальте хенд-байк енĕпе мастер-класс тата коляскăсемпе фигурăсем кăтартрĕç, культура программи те пулчĕ.
Леонид АРГАНДЕЙКИН, районти инвалидсен обществин председателĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"