АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Пурнăç фермăра ĕçлесе иртрĕ"

02 декабря 2016 г.

Пĕрремĕш Хурашаш ялĕнче пурăнакан Мария Васкейкина хăй вăхăтĕнче 30 çул ытла Ленин ячĕллĕ колхозра фермăра ĕçленĕ (ун чух колхоз председателĕ Н.К.Самсонов пулнă). Малтанах выльăхсене самăртнă çĕрте, кайран - дояркăра, ферма заведующийĕнче. Çичĕ уйăх лавккара сутуçăра, виçĕ çул почтальонра та вăй хунă. Мăшăрĕ Виктор Константинович та çак хуçалăхра пенсие тухичченех вăй хунă, уя тислĕк турттарнă, выльăхсене апатпа тивĕçтернĕ, кочегар та пулнă. Ỹркенменскер пĕр ĕçрен те пă-рăнса тăман. Ялхуçалăхĕнче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçленĕшĕн Марийăпа Виктор Вас-кейкинсем темиçе хутчен тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсене, "Ĕç ветеранĕ" ята, ял-йышра хисепе тивĕçнĕ.

- Çамрăк чух эпĕ строителе вĕренсе тухнăччĕ, чун кăмăлланă профессипе икĕ çул çеç ĕçлеме ĕлкĕртĕм. 1977 çулта çак ял çамрăкне качча тухсан иксĕмĕр те фермăна ĕçе вырнаçрăмăр. Вăт çапла пенсие тухичченех ĕçлерĕмĕр. Фермăра ĕçлеме çăмăл пулман, паллах, ăшши, сивви - пĕтĕмпех сывлăха витĕм кỹчĕ. Халĕ иксĕмĕр те пĕтĕмĕшле чирсене пула хевтесĕр çынсен шутĕнче. Эпĕ виççĕмĕш ушкăн инваличĕ, чĕрепе, ревматизмпа, сахăр диабечĕпе нушаланатăп. Упăшкан та чир-чĕр нумай, вăл - иккĕмĕш ушкăн инваличĕ. Фермăра ĕçлесех сывлăх пĕтрĕ тесен те тĕрĕс пулĕ. Çамрăкрах чух пирĕншĕн ĕç малта пулнă, çемьене тăрантармалла пулнă, сывлăх çине алă сулнă, ыратать - иртет, сипленессине кая хăварса пынă. Чир тени вара вăхăтра сипленмесен вăй илсе аталансах пырать, - тет 58 çулхи Мария Николаевна.

Васкейкинсем колхозра тăрăшнă хушăра виçĕ ача çуратса ỹстернĕ. Пĕрин 10 çула çитсен кун-çулĕ ăнсăртран чире пула татăлнă. Паянхи кун тĕлне вара икĕ ачи те çемье çавăрма, ашшĕ-амăшне тăватă мăнук парнелеме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Хĕрĕ çемйипе Çĕмĕрлере пурăнать, ывăлĕ тăван килĕнче. Ĕçлеме юратакан çемье пĕр кун та ахаль лармасть, чир-чĕре пăхмасăр выльăх-чĕрлĕх тытать. Икĕ ĕне, пăру, сысна, чăх-чĕп усрать. Ĕç - пурнăç тыткăчи тени тĕрĕсех, ял çынни ĕçпе пурăннине хисеплемелле кăна.

А.ЗАМУТКИНА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика