02 декабря 2016 г.
Паянхи кун районти Нумай функциллĕ центрта консультаци паракан, документсене йышăнакан пилĕк чỹрече ĕçлет. "Манăн документсем" центрта пиллĕкĕн тăрăшатпăр. Специалистсем халăха консультаци пулăшăвĕ те параççĕ, бланксене, документсене мĕнле тултармаллине те кăтартаççĕ. Центр "пĕр чỹрече" мелĕпе ĕçлет. Çакă кирлĕ пур справкăсемпе документсене кĕске вăхăтра пухса тĕрĕслеттерме май парать. Хальлĕхе центр халăха 108 патшалăх тата 58 муниципаллă пулăшусемпе тивĕçтерет. Малашне вĕсен шучĕ татах ỹсĕ. Заявленисене район территорийĕнчи 8 модельлĕ библиотекăра та çырма май пур. "Манăн документсем" центрăн тĕллевĕсем - граждансене йышăнасси, вĕсене "пĕр чỹрече" принциппа патшалăх тата муниципаллă пулăшусем илме заявлени çыртарасси; власть органĕсенчен заявлени çыраканшăн кирлĕ справкăсем пухасси; документсемпе справкăсен тулли пакечĕн электрон тĕсне йĕркелесси, вĕсене заявленипе пĕрле яваплă органсене тăратасси; патшалăх тата муниципаллă пулăшусене пани мĕнле пулса пынине тĕрĕслесе тăрасси, çакăн пирки заявлени çыракансене пĕлтересси; хатĕр документ парасси. Центр урлă çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма учета тăма пулать. Çавăн пекех садике черет тăма, ачасене каникул вăхăтĕнче канупа сиплев учрежденийĕсене кайма путевка илме заявлени çырма, реклама конструкци- йĕсене вырнаçтарма ирĕк илме май пур. Çĕр лаптăкĕ илес кăмăл пуррисем те (вăл шутра нумай ачаллă çемьесем те) учета тăма пултараççĕ. Унсăр пуçне ун урлă РФ гражданинĕн паспортне улăштарма, ют çĕршыв паспортне (çĕннине те, киввине те) илме заявлени çырма пулать. Кил-çурта сутнă, улăштарнă, салука хунă чухне опекăпа попечительство органĕнчен килĕшỹ илес пулсан та центр урлă хăвăртрах тата меллĕрех. Пулăшусемпе тỹлевсĕрех тивĕçтереççĕ. Паллах, тỹлеве саккунпа пăхса хуман-тăк. 2015 çулта районта пурăнакансем асăннă центра 8 пин ыйтупа тухнă, кăçал - 12 пин ытла ыйтупа.
В.МУРЗЕЕВА, районти нумай функциллĕ центрăн директорĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"