02 декабря 2016 г.
Районти полици уйрăмĕ те нумай функциллĕ центрпа çыхăну тытса халăха патшалăх пулăшă- вĕсемпе тивĕçтерет. Малтанхи пекех Шалти ĕçсен министерствин Чăваш Республикинчи информаци центрĕ тивĕçтерекен пулăшусенчен чи анлă сарăлни - судпа айăпланине (е айăпламаннине) ĕнентерекен справкăсем парасси. Нумаях пулмасть асăннă справкăна патшалăх тата муниципаллă пулăшусен Пĕрлехи порталĕ урлă, çавăн пекех вырăнти полици уйрăмĕнче илме пулатчĕ. 2014 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнчен вара, граждансене меллĕрех пултăр тесе, ЧР ШĔМ-ĕ Нумай функциллĕ центрпа çыхăнса ĕçлеме килĕшỹ тунă. Халĕ судпа айăпланине (е айăпламаннине) çирĕплетекен справкăна патшалăх пулăшăвĕсен переченьне кĕртнĕ, ăна "пĕр чỹрече" мелĕпе параççĕ. Заявлени çитнĕ хыççăн тепĕр кунне НФЦ сотрудникĕсем ăна ЧР ШĔМ-ĕн информаци центрне яраççĕ. Çавăн пекех заявление патшалăх тата муниципаллă пулăшусен Пĕрлехи порталĕ урлă тăратма пулать. Сайта кĕрсе электрон заявление тултармалла, ун çумне кирлĕ документсен копийĕсене (сканерпа) чикмелле. Заявление регистрациленине уведомленипе пĕлтереççĕ. Унсăр пуçне ыйтнă документ хăçан хатĕр пулнине кăтартаççĕ.
А.МИХОПАРКИН, районти полици уйрăмĕн начальникĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"