АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăнукĕсем пурăнма вăй хушаççĕ

02 декабря 2016 г.

Хĕрлĕ Чутай салин Çĕнĕ центрĕнче пурăнакан Надежда Терентьевна Петрова çак кунсенче 80 çулхи юбилейне юратнă ачисемпе мăнукĕсем хушшинче кĕтсе илнĕ.

Надежда Терентьевна 1936 çулта Тракушкăнь ялĕнче кун çути курнă. Унăн ĕç биографийĕ тăван колхозра çырăнма тытăннă. Надежда Петрова çăкăр заводĕнче чылай çул пекарьте ĕçленĕ, кунтанах вăл тивĕçлĕ канăва тухнă. Унăн ĕçне пысăка хурса хакланине йышлă Хисеп хучĕсем çирĕплетеççĕ.

Надежда Терентьевна мăшăрĕпе, Виталий Петровпа, ултă ача ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Анатолий ывăлĕпе пилĕк хĕрĕ - Нина, Зина, Валя, Галя, Оля - пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Хĕрсем пиллĕккĕшĕ те хăйсем кăмăлланă ĕçре, тĕрлĕ сферăра тăрăшаççĕ. Амăшне ачисем 9 мăнук та 7 кĕçĕн мăнук парнеленĕ. Шăпах вĕсем ĕнтĕ кашни куна савăнăç илсе килеççĕ, малалла пурнăçпа киленсе пурăнма вăй-хăват хушаççĕ.

Н.ИВАНОВА. 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика