07 декабря 2016 г.
Ку енĕпе районти должность йышăнакан çынсене, подрядчиксене асăрхаттарсах тăратпăр. Хĕл ларнăранпа асăннă граждансене 3 хутчен штрафлама та тиврĕ. Çулталăк та вĕçленет, ĕç-хĕле пĕтĕмлетме пулать: паян та автоçул çинчи хăрушлăх çỹллĕ шайра тăрать-ха. Кăçал район территорийĕнче çул-йĕр инкекĕ ултă çыннăн кун-çулне татрĕ, пĕлтĕр пĕр çын вилнĕччĕ. Аманнисен йышĕ те пĕлтĕрхинчен ытларах. Автомашинăсем пĕр-пĕринпе çапăннă 80 тĕслĕх пулчĕ. Инкексем ытларах ỹсĕр водитель айăпĕпе, пысăк хăвăртлăха пула тата хирĕç тухнăран пулаççĕ. Кăçалхи январь-ноябрь уйăхĕсенче 63 ỹсĕр водителе тытса чартăмăр, ку кăтарту та пĕлтĕрхинчен ытларах. Хисеплĕ вулаканăмăрсем, çул çинче нихçан та тимлĕхе çухатар мар!
Владимир ГАЛКИН, çул-йĕр хăрушсăрлăх инспек-цийĕн Çĕмĕрлери уйрăмĕн начальникĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"