07 декабря 2016 г.
2016 çулхи июль уйăхĕн 1 - август уйăхĕн 15-мĕшĕсенче (тĕп тапхăрĕ) Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕ иртрĕ. Аякри, пырса çỹреме кансĕр вырăнсенче çырав сентябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 15-мĕшĕччен пынă. Çĕршыври паллă мероприятие, унăн ĕç-хĕлне халĕ малтанласа пĕтĕмлетме тытăннă та ĕнтĕ. Росстат ертỹçи Александр Суринов Сочири канашлура каланă тăрăх - Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕ ăнăçлă, пăтăрмахсăр иртнĕ. Çакă Росстат тата унăн территорири органĕсем пĕлтерĕшлĕ мероприятие ирттерме норматив, меслетлĕх, йĕркелỹ тата техника енĕпе лайăх тивĕçтернипе çыхăннă. Мероприятие паянхи пурнăçпа тата Пĕтĕм тĕнчери ялхуçалăх çыравĕпе килĕшỹллĕн йĕркеленĕ, иртнĕ çыравăн (2006 çулхи) ырă енĕсене те тĕпе хунă.
Малтанласа палăртнă тăрăх - çыравра ялхуçалăхĕн 36,4 пин организацийĕ, 174,8 пин хресчен (фермер) хуçалăхĕ тата уйрăм пайтаçă, граждансен 18,2 млн харпăр хăй тата ытти уйрăм хуçалăхĕ, коммерциллĕ мар 76,3 пин пĕрлĕхĕ тĕлĕшпе информаци пухнă. Малтанхи кăтартусем Росстат сайтĕнче пичетленнĕ, вĕсене статистика бюллетеньне кĕртнĕ. Çыравăн тулли кăтартăвне Росстат çитес çулхи тăваттăмĕш кварталта пичетлесе кăлармалла. 2018 çул вĕçленнĕ тĕле - юлашки пĕтĕмлетỹсене.
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"