07 декабря 2016 г.
Хуть те хăш çула çитсен те Çуралнă куна савăнăçлă пулăм пек йышăнатпăр. Саламлакансем пулсан пушшех та лайăх. Акă Кив Атикасси ял тăрăхне кĕрекен Яманкасси ялĕнче пурăнакан Мария Алексеева ноябрĕн 21-мĕшĕнче 90 çул тултарнă. Çак ятпа вăл РФ Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă Çырăвне илнĕ. Унсăр пуçне ăна ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем юрă-ташăпа килне пырса савăнтарнă. 90-ри кинемей хăй те чăвашсен наци тумне тăхăнса хăнасене кĕтсе илнĕ.
Мария Николаевна ĕмĕрне колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Пултаруллă та ĕçчен чăваш хĕрарăмĕ "Хисеплĕ колхозница" ята, медальсене тата нумай-нумай наградăна тивĕçнĕ. Çулĕсене пăхмасăр вăл вăр-вар та çивĕч, юрлама, ташлама маçтăр. Мăшăрĕпе, Моисей Степановичпа, тăватă ача çуратса ỹстернĕ. Сима хĕрĕ тата Ваня ывăлĕ районтах çемйисемпе пурăнаççĕ, тепĕр хĕрĕпе ывăлĕ аякра: пĕри - Вăрмарта, тепри - Шупашкарта. Моисей Степанович та çитес çул 90 çул тултарать. Мăшăр кăçалчченех выльăх-чĕрлĕх усранă, ĕне, сурăхсем тытнă. Нумаях пулмасть-ха, вăй-хăват сахалланнине кура, вĕсене сутас тенĕ. Харпăр хăй сывлăхĕ хаклине шута илсе ăна упрама тăрăшаççĕ ватăсем.
А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"