07 декабря 2016 г.
Гражданин хăй ирĕкĕпе патшалăх дактилоскопи тĕрĕслевĕ витĕр тухас кăмăллă пулсан вырăнти шалти ĕçсен пайне çитсе заявлени çырма пултарать. Илнĕ информацие, граждансен пỹрне йĕрĕсене, Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин информаци центрне ярса паратпăр, вĕсемпе çын кам пулнине тупса палăртас тĕллевпе усă курĕç. Патшалăх дактилоскопи регистрацийĕ витĕр ăс-тăна çухатассипе аптăракан граждансене тухма сĕнетпĕр. Уйрăмах сывлăх хавшанине пула ватă çынсем хăйсем пирки нимĕнле сведени те параймаççĕ. Кун пек чухне дактилоскопи пулăшать - çын кам пулнине йăнăшсăр тупма пулать. Дактилоскопие заявленипе пынă кунах тăваççĕ. Район çыннисем хушшинче хăй ирĕккĕн патшалăх дактилоскопи регистрацийĕ тăвас текен граждансем пур пулсан полици уйрăмне пыма сĕнетпĕр. Эпир çак адреспа вырнаçнă: Хĕрлĕ Чутай сали, Çĕнĕ урам, 10-мĕш çурт. Çумра паспорт пулмалла. Александр МИХОПАРКИН, районти полици уйрăмĕн начальникĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"