09 декабря 2016 г.
Раççей Федерацийĕн Вĕренỹ тата Çыхăну министерствисен пуçарăвĕпе декабрĕн 5-10-мĕшĕсенче çĕршыври, республикăри шкулсенче "Час кода" акци иртет. Унăн тĕллевĕ - çамрăксене программированипе, информаци технологийĕпе çыхăннă профессисемпе интереслентересси.
Мĕн вăл IT?
IT "информаци технологийĕсем" тени пулать. Асăннă технологисемпе теле-коммуникаци хальхи вăхăтра тĕнчере тĕлĕнмелле хăвăртлăхпа сарăлаççĕ. Ахальтен мар пулĕ декабрĕн 1-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин та Федераллă Пухăва тухнă Çырăвĕнче IT-отрасле, пысăк технологи бизнесĕн аталанăвне пысăк вырăн уйăрчĕ. Вăл çитес вунă çуллăхра IT-индустри Раççейре тĕп экспорт отраслĕсенчен пĕри пулса тăрасса шаннине палăртрĕ. Президент IT-компанисене çăмăллăх парассине малалла тăсасшăн, çакă хамăр çĕршывра туса кăларакан программа продукчĕсемпе усă куракан пĕчĕк тата вăтам предприятисен аталанăвне пысăк хăват парĕ.
Айтишник пулас тесен
IT-отрасльте ĕçлекенсене айтишник теççĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн çĕршывра программировани енĕпе ĕçлекен специ-алистсем самаях çитмеççĕ. Официаллă кăтартусем тăрăх, асăннă сферăра 350-400 пин специалист кирлĕ. Çавăнпах пулĕ аслă вĕренỹ заведени- йĕсенче IT-специальноçсемпе бюджет вырăнĕсене те çулсеренех 30 процент таран ỹстерсе пыраççĕ. Пурĕ вара вузсенче çулсерен 42 пин ытла çамрăка йышăнаççĕ.
Палăртнă тăрăх, 2018 çул тĕлне çак сферăри профессисем чи анлă сарăлнă тăватă професси йышĕнче пулмалла. IT-сферăра тивĕçлĕ кадрсем ĕçлеччĕр тесе Раççей Правительстви чылай мера йышăнать. Çак кунсенче çĕршывĕпех иртекен "Час кода" акци те çакăнпах çыхăннă.
Пирĕн районти шкулсем акцие хутшăнаççĕ-и?
Асăннă акци вăхăтĕнче пур шкулта та, çав шутра пирĕн районта та, ятарлă информатика урокĕсене ирттермелле. Çак уроксенче ачасене программированипе, IT-сфера мĕнле аталаннипе, унта ĕçлени мĕнпе лайăхрах пулнипе, асăннă сферăн малашлăхĕпе паллаштармалла.
Чăннипех, паянхи кун шкулпа сывпуллашма хатĕрленекенсемшĕн çак информаци питĕ усăллă пулмалла. Чылайăшне "ỹссен манăн кам пулас, ăçта вĕренме каяс" текен ыйту канăçсăрлантарать-çке, шухăша ярать. Ачасем айтишник специальноçне суйласа илесси ытларах аслисенчен, шкулти вĕрентекенсенчен килет пулĕ. Шăпах вĕсен ăнлантару ĕçĕсем ирттермелле, IT-сфера пирки каласа памалла, ачасене кăсăклантармалла.
Çавăнпа та пирĕн районти шкулсенче "Час кода" акци иртет-ши тесе чи малтанах райадминистрацин вĕренỹ пайне шăнкăравларăм. Кун пирки пĕрремĕш хут илтни сисĕнчĕ - татăклă хурав параймарĕç. Ăнланатăп-ха, ĕçĕ унсăрăн та туллиех пуль, çапах та... Унтан шкулсен сайчĕсене кĕрсе пăхма шутларăм. Вăтам шкулсенчен Хĕрлĕ Чутай шкулĕн сайтĕнче кăна асăннă акци иртесси пирки хыпар пурччĕ. Ыттисем, çав шутра шкул директорĕсем те, кун пирки илтмен те пулмалла... Тĕлĕнмелле - паянхи кун ачасене питĕ кирлĕ информаципе çыхăннă-çке çак акци! Акци пуласси пирки районти шкулсене информаци çитмеллех пек. Эпир те хамăр сайтра "Час кода" акци пуласси пирки ноябрь вĕçĕнчех хыпар вырнаçтартăмăр. Вĕренỹ министерстви учительсем валли ятарлă видеолекцисем, роликсем вырнаçтарнă сайт та хатĕрленĕ.
Декабрĕн 5-мĕшĕнчен вара "часкода.рф" сайтра ятарласа 1-3-мĕш классем, 4-7-мĕш классем, 8-11-мĕш классем валли программированире пĕрремĕш утăмсем тума пулăшакан онлайн-тренажерсем ĕçлеççĕ.
Паянхи кун тĕлне çак пур енчен те усăллă акци (паллах, ăна ячĕшĕн кăна йĕркелемесен) пур шкулта та иртнине питĕ шанас килет. Пирĕн ачасем те пурнăçран, самана таппинчен ан юлччăр, малашлăха шанчăклăн пăхччăр, хăйсене тимлĕх уйăрнине туйса тăччăр, пуласлăхра мĕнле професси суйласа илсен аванрах пулнине ăнланса илччĕр. А.КАРПОВА
Источник: "Пирěн пурнăç"