09 декабря 2016 г.
Çак кунсенче РФ Президенчĕн саламне Кушлавăш ялĕнче пурăнакан Матрена Григорьевна Васильева йышăннă. Вăл ноябрĕн 28-мĕшĕнче 90 çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ.
Матрена Григорьевна халĕ пĕчченех пурăнать. Хăйĕн ĕмĕрне вăл "Марксист" колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Мăшăрĕпе, Николай Григорьевичпа, тăватă ача çуратса ỹстернĕ. Шел те, мăшăрĕ иртнĕ çул пурнăçран уйрăлса кайнă. Николай Васильев хăй вăхăтĕнче ялти лавккара суту-çăра вăй хунă. Иккĕшĕ те тыл ĕçченĕ пулнă май пурнăçра хура-шурне сахал мар курнă, тĕрлĕ йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла пурăнма ăнтăлнă.
Ачисем çитĕнсе çитсе хăйсен вырăнне тупнă ĕнтĕ. Акă аслă хĕрĕ Люба Етĕрне районĕнчи пĕр ялта шкул директорĕнче тимлет. Роза вара РФ Пенси фончĕн Шупашкарти уйрăмĕнче тăрăшать. Юля хĕрĕ Шăмăршăра тĕпленнĕ, хăй вăхăтĕнче вăл вĕренỹ пайĕнче вăй хунă. Ывăлĕ Анатолий ялтах пурăнать. Ачисем амăшне пăрахмаççĕ, тăван киле килсех çỹреççĕ, пулăшсах тăраççĕ. Мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем пурри те кинемее савăнтарать, ватлăх кунĕсене илемлетет, малалла пурăнма хавхалантарать.
Н.ПЕТРОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"