09 декабря 2016 г.
Хăш-пĕр çынсен ăсталăхĕнчен, çаврăнăçулăхĕнчен тĕлĕнсе пĕтерме те çук - тем тума та пĕлеççĕ, пур çĕре те ĕлкĕреççĕ.
Турханта çуралса ỹснĕ, халĕ Шуккакасси ялĕнче çемйипе пурăнакан Лилия Жукова пирки те çавнах каламалла. Ача чухнех вăл тĕрлĕ япаласенчен пуканесем, шăрçасем, çỹç тыттармалли хатĕрсем тата ыттине те ăсталама кăмăлланă, кивĕ япаласене "иккĕмĕш пурнăç" пама пĕлнĕ. Çак туртăм çулсем иртнĕçем вăйланса кăна пынă. Халĕ те унăн çивĕч аллисем йăлара кирлĕ илемлĕ япаласем, хатĕр-хĕтĕр ăсталаççĕ.
Лилия Тралькассинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти 4-мĕш номерлĕ професси училищинче маляра вĕренсе тухнă. Унтан тĕп хуламăрти пĕр строительство организацийĕнче ĕçленĕ. Качча кайсан та малтанах темиçе çул хуларах пурăннă, ачи те унтах çуралнă. Каярахпа çемйипе яла пурăнма куçнă. Лилия Сергеевна Турхан ялĕнчи клуб заведующийĕнче ĕçленĕ, кайран, 2010 çулта, Тралькассинчи Культруа çуртĕнче мето-дистра ĕçлеме пуçланă. Культура ĕçĕнче вăй хуни ăна ача чухнех кăмăлланă ĕçе тепĕр хут пуçарса яма май панă.
Халĕ Лилия Сергеевна капрон колготкăсем ăшне синтепон тултарса тĕрлĕ пуканесем хатĕрлет. 2012 çулта вăл пĕрремĕш пукане тунă, унтанпа вĕсен шучĕ теçеткерен те иртнĕ. Çиппе йĕп илет те чăлхана турттарса çĕлесе пит-куçне майлать, чăваш тумĕ тăхăнтартать. Пăхсан - чăн çын евĕрех, пысăкăшĕпе те, сăнĕпе те. Унăн ĕçĕсене районта иртекен культура мероприятийĕсенче, куравсенче те асăрхама пулать.
Лилия Сергеевна хоббийĕ тус-юлташĕпе тăванĕсене те килĕшет, çавăнпа вĕсем час-часах хăйсем валли те пукане ăсталаса пама ыйтаççĕ, вăл вара хаваспах тивĕçтерет. Ĕçре кирлĕ пулакан хăш-пĕр материала ятарласа туянать. Лилия Жуковапа мăшăрĕ икĕ ача çитĕнтереççĕ. Асли 3-мĕш класра вĕренет, кĕçĕнни садике çỹрет. Çамрăк хĕрарăм çав хушăрах кил-тĕрешĕнчи, хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама та, общество ĕçне хастар хутшăнма та ĕлкĕрет.
Кĕскен каласан, Лилия Сергеевна сăнарĕнче чăваш хĕрарăмĕн ĕçченлĕхĕпе ăшă кăмăлĕ, хавхаланăвĕ яр уççăн палăрса тăраççĕ.
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"