АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Курнине курмăш туни мĕн патне çитерет е "Пирĕн вырăна кам килсе ĕçлĕ?"

14 декабря 2016 г.

Сăмахăма чи малтанах çак уйăх пуçламăшĕнче республикăра сыснасен Африка мурне тепĕр хут тупса палăртнă пирки пуçарасшăн. Аса илтеретĕп, кăçал çĕршыври 42 регионта пурĕ Африка мурĕпе чирлесе вилнĕ 200 ытла выльăх-чĕрлĕхе тупнă. Пирĕн республикăра декабрĕн 5-мĕшĕнче тупнă чир - улттăмĕш тĕслĕх. Маларах Улатăр тата Пăрачкав районĕсенче пулнă инкеке вăхăтра сирсе яма май килнĕ. Халăхăн тăкакне те пĕтĕмпех саплаштарнă. Палăртмалла, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вăрманти чĕрчунсене тĕрĕслесех тăмалли çинчен темиçе хут та асăрхаттарнă. Анчах чир каллех сиксе тухрĕ.

Ăна тупса палăртиччен кăна-ха Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе тата республикăри хуласемпе районсен пуçлăхĕсемпе видеоканашлу ирттернĕ чухне те хăрушă чирсем пирки сăмах пуçарнă, Шупашкарта пулнă лару-тăрăва уçăмлатма хушнă. "Тĕслĕхсем шыраса аякка каймалла мар. Шупашкар хула варринче тилĕсем куç умĕнчех чупаççĕ. Ку пачах та йĕркеллĕ пулăм мар. Пирĕн вĕсем çынсене тапăнасса кĕтсе лармалла мар. Ку ыйтăва çийĕнчех татса памалла", - асăрхаттарса каланă ятарлă службăсене Михаил Васильевич.

Лару-тăрăва вăхăтра асăр-хаманни тивĕçлĕ службăсем хăйсен ĕçне туллин пурнăçламанни, явапсăрлăхĕ пирки калать. Ахаль çынсен çăмăлттайлăхĕ те пур çакăнта - курнине курмăш туни, ĕç-пуç çиеле тухасран шикленсе тăни. Тĕрĕссипе вара кун пек чухне кайран йывăр килме пултарни пирки шутламалла.

Тĕслĕхрен, нумаях пулмасть-ха Улатăр районĕнчи чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен станцин ветеринари врачне шăпах тăван тавралăхшăн хăрушлăх кăларса тăратакан инкеклĕ лару-тăрăва пытарнăшăн суд 20 пин тенкĕлĕх штраф панă. Çав ветеринар кăçалхи август уйăхĕнче пĕр уйрăм хуçалăхри тăватă сыснана Африка мурĕн паллисене чухласах сиплеме тăрăшнă. Сыснисем вилсен те вăл çỹлерех тăракан ертỹçĕсене çакăн çинчен пĕлтермен, чир паллисене сарăласран хăвăртрах тĕп тăвас тĕллевпе вилнĕ сыснасемпе диагностика тĕпчевне те йĕркелемен. Хуçисем вара сыснасене ял пуçĕнчи тимĕр савăта кайса хунă, Африка мурĕн вирусне сарăлма, ялти ытти выльăх-чĕрлĕхе ерме май туса панă. Çак факт çинчен кĕçех райадминистраци ларăвĕнче сăмах тухнă, унта шăпах унччен маларах кỹршĕри Пăрачкав районĕнче хăрушă чир паллине тупнă май ăна сарăлма памалла марри пирки калаçнă пулнă.

Мĕншĕн-ха çак тĕслĕхе илсе кăтартатăп? Мĕншĕн тесен кун пек тĕслĕхсем пирĕн патра та пулма пултараççĕ. Уйрăм çынсен сыснасен чир паллисене асăрхасанах, килти сысна вилчĕ пулсан е тискер чĕрчун виллине курсан тỹрех ветеринарсене пĕлтермелле, ним пулман пек алă сулмалла мар. Чире вăхăтра асăрхаманни пысăк инкеке çаврăнма пултарни пирки астумалла.

Тепĕр канăç паман ыйту - 4-5 çул каялла районти хăш-пĕр ветучастоксене пĕтерни. Çакă, паллах, сăлтавсăрах пулман, рес-публикăри ветслужба ĕçченĕсен ĕç укçи пĕчĕккипе çыхăнтарнă - штатсене кĕскетнĕ май укçа хушса пама шантарнă. Кĕскетме кĕскетнĕ-ха, анчах шалăвĕ çав шайрах юлнă иккен. Çитменнине ĕç тиевĕ хушăннă. Хальхи ветеринарсен пушшех те электронлă майпа нумай ĕçлемелле, пур сведенисене те формăсемпе Пĕтĕм Раççейри реестра кĕртсе пымалла иккен.

Паянхи кун районти чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен станцийĕн çак уйрăмĕсем пур: Хурашаш участокĕнчи ветлечебница, Атнарти, Уйпуçĕнчи, Мишеркассинчи ветучастоксем, Штанашри тата Тралькассинчи ветеринари пункчĕсем. Пĕтĕмпе ветслужбăра 22 çын ĕçлет, унтан 16-шĕ ветеринарсем. Хурашашри ветлечебницăра ĕçлекен виçĕ ветеринар 15 яла тата виçĕ ялхуçалăх предприятине пăхса тăраççĕ. Атнарти ветучастокра та виççĕн ĕçлеççĕ, вĕсен аллинче пĕр хуçалăх тата 12 ял. Уйпуçĕнчи, Мишеркассинчи участоксенче, Тралькассинчи, Штанашри ветпунктсенче пĕрер тата районти станцинче ултă ветспециалист вăй хураççĕ. Вĕсем хăйсен тивĕçне май пур таран пурнăçлаççĕ, паллах. Çапах та ял çыннисен выльăх-чĕрлĕхне прививкăсем тунă, юн илнĕ чух ал çитменни аван сисĕнет.

- Ку сферăри "оптимизаци", паллах, ырри патне çитермест - çитес вăхăтра ял ветспециалистсемсĕр (хальхисем пенсие тухсан) юлма пултарать, мĕншĕн тесен ветслужба ĕçченĕсем паян вăтамран 48-50 çулта. Çамрăк специалистсем вара ĕç йывăррине, укçи пĕчĕккине кура ĕçлеме килесшĕн мар. Сăмахран, икĕ çул ĕнтĕ икĕ районпа ĕçлекен ветеринари инспекторне шыратпăр. Конкурс пулассине пĕлтерсен те унта хутшăнакан çук, - тет районти чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ Г.А.Стекольщиков.

Чăнах та, ял ветеринари пулăшăвĕсĕр юлни йĕркеллĕ пулăм мар, уйрăмах выльăх шутне ỹстерсе пыракан ял тăрăхĕсемшĕн хăрушă, хальхи саманара, вĕлерекен чирсем сарăлнă вăхăтра, пушшех те. Унсăр пуçне çитес çулсенче ветслужбăна кỹршĕсемпе пĕрлештереççĕ текен сас-хура пурнăçланас пулсан лару-тăру лайăхланасси пирки ĕмĕтленме кирлех-ши тата?

Ветспециалистсăр выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме йывăррине, чăрмавлине эпир хамăр тăрăхри Ачкассинчи ветучастока пĕтерсен туйса илтĕмĕр. Унта нумай çул ĕçленĕ Тамара Дядькина калани асра: "Эпир хамăрăнне ĕçлерĕмĕр, пирĕн вырăна кам килсе ĕçлĕ? Çитменнине ку участока пачах пĕтереççĕ", - тенĕччĕ вăл салхуллăн. Чăнах та, нумай çул ветеринари службинче вăй хунă çыннăн чун ыратăвне ăнланмалла. Выльăх вăл - çын пекех, ăна та, кăна та тухтăр кирлех, унсăрăн май çук. Хальлĕхе вара килти выльăх чирлесен чăрмавлă, районти специалистсене укçа тỹлесе, машина тупса илсе кайма тивет. Тата чирлĕ выльăха пĕрре укол тунипе ĕç тухмасть, кашни кун тухтăрсене илсе каяс, эмел препарачĕсене, сиплев хатĕрĕсене туянас пулсан мĕн чухлĕ укçа тăккаламалла. Ирĕксĕрех кил хуçисен хăйсен алла шприц тытма, чир паллисене, мĕнле сипле-меллине интернетра шырама тивет. Юрать-ха, çав пур... Паян ял çынни чылай чух выльăхне халăх сĕнĕвĕпе усă курса хăй сиплеме тăрăшать.

А.ДМИТРИЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика