АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрлĕчутайсен юрри-ташши, йăли-йĕрки ан иксĕлтĕр

14 декабря 2016 г.

 Районта çулсерен тĕрлĕ фестивальсем, смотрсем тата конкурссем ирттереççĕ. Вĕсенчен чи палли тата чи пĕлтерĕшли - "Иксĕлми Чутай çăлкуçĕсем" фестиваль. Кăçал вăл Ĕç çыннин çулталăкĕн хăйнеевĕрлĕ пĕтĕмлетĕвĕ пулчĕ. Районта пурăнакансем вунпĕрмĕш хут ĕнтĕ фольклор уявне курса савăнчĕç. Вăл декабрĕн 9-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче иртрĕ. Фестиваль тăван тăрăхра ĕçлесе пурăнакансем çинчен калакан фильмпа пуçланчĕ. Унтан фольклор ушкăнĕсем хăйсен пултарулăхĕпе, халăх юрри-такмакĕпе, ташшипе савăнтарчĕç.

Çакăн пек уявра пĕлтĕр те пулнăччĕ. Фольклор ушкăнĕсем иртнĕ çулхи пекех чутайсен илĕртỹллĕ çи-пуçĕпе тухрĕç, музыка инструменчĕсен сасси те янăрарĕ, хăш-пĕр коллективсенче (Ачкасси) арçынсем те малтанхинчен ытларах. Фестивале Ĕç çыннин тематикипе çыхăнтарни вара мероприятие çĕнĕ сĕм кĕртрĕ. Уйрăмах "Сăр таппи" коллектив ыттисенчен уйрăлса тăчĕ. Вĕсем утăçи вăхăтне сăнласа пачĕç. Куракансем умне ял тăрăхĕсенчи çак фольклор коллективĕсем тухса юрри-ташшипе савăнтарчĕç: "Шанчăк" (районти ветерансен хорĕ), "Шупуç" (Кив Атикасси), "Хăнатар" (Тралькасси), "Çартмас" (Хĕрлĕ Чутай), "Айхол" (Атнар), "Хăмăш" (Питĕркасси), "Шуçăм" (Штанаш), "Урпаш" (Хусанушкăнь), "Артанас" (Ачкасси), "Шокăль" (районти Культура çурчĕ), "Сăр таппи" (Пантьăк). Мăнэтменсем темшĕн кăçал уява çитеймен.

Вăл тăрăхра юрлама-ташлама пĕлекенсем çук-ши? Вăрман леш енче пурăнакансен фольклор ушкăнĕсем кашни çулах 20 километр парăнтарса районти Культура çурчĕн сцени çине тухса халăха юрри-ташшипе савăнтараççĕ, купăс сасси янратаççĕ. Кăçал фестиваль, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, сỹрĕкрех иртрĕ тесен те йăнăш пулмĕ. "Чутай çăлкуçĕсем" иксĕлме пуçланă пулмалла. Кашни çулах хутшăнса ывăнса çитнĕ-ши? Пĕлтĕрхи фестиваль программи самай пуянччĕ. Ушкăнсен шучĕ те иртнĕ çулхинчен чакнă - 11 (пĕлтĕр 13 пулнă!). Жюри куракансен кăмăлне çапла палăртрĕ: Чутай тăрăхĕнчи юрăсене, йăла-йĕркене упраса хăварса сцена çине илсе тухнăшăн пĕрремĕш вырăна Штанаш ял тăрăхĕн фольклор коллективĕ тухрĕ. Иккĕмĕш вырăна Пантьăк ял тăрăхĕн тата районти Культура çурчĕн коллективĕсем пайларĕç. Виççĕмĕш вырăна Атнар, Тралькасси, Питĕркасси ял тăрăхĕсем тивĕçрĕç. Чутай халăхĕн юрри-ташши ан иксĕлтĕр. Коллективсен шучĕ çулсерен ỹссе пытăр. Пултарулăх ушкăнĕсенче çамрăксем хушăнса пыччăр. Аслисем малашне те ваттисен йăли-йĕркине çамрăксем патне çитерччĕр, юрри-ташшине вĕрентчĕр. А.ВАСЮКОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика