14 декабря 2016 г.
Астăватăп-ха, хĕллехи хĕвеллĕ кун, пасар кунĕ. Эпĕ кантăк умĕнче урамалла пăхса тăратăп. Урам варринчи асфальт çула яп-яка хырса тасатнă. Пралукран тỹрĕ кĕлеткеллĕ, илемлĕ çи-пуç тăхăннă хĕрарăмпа арçын тухрĕç те анаталла утрĕç. Иккĕшĕ те урисене пĕр пек ярса пусаççĕ, аллисене сумкăсем йăтнă. Арçын пуçĕнче кролик тирĕнчен çĕленĕ шурă ула калпак, чĕркуççи таран сăрă пальто тăхăннă. Хĕрарăмăн та пуçри хитре тутăр айĕнчен кролик çăмĕнчен çыхнă шурă çĕлĕк курăнать. Куçран çухаличчен пăхса тăтăм. Такамсем мар çав, манăн куккапа мăшăрĕ пулчĕç вĕсем. Вĕсен килĕнчи яланах таса, шурă урай тата тĕпелти хăма çинчи тăпăрчă икерчисем куç умне тухрĕç. Çав вăхăтра пирĕн патра кỹршĕри ватă кинеми пурччĕ, эп урамалла тăрăшса пăхнине курса вăл хăй те пăхса юлма васкарĕ: "Эх! Çак Ванькăпа Анюк урампа иртсен ял урамĕ тулать..." - терĕ. Мĕншĕн апла каланине нумай шухăшласа çỹрерĕм эпĕ. Ỹссе пынăçем вĕсене курсан та кашнинчех çав сăмахсене аса илеттĕм. Илĕртỹллĕ, сăпайлă, ĕçчен мăшăр пулнăран каланă ĕнтĕ. Шел, кукка пур чухне çавна калама ĕлкĕреймерĕм. Ялти паллă купăсçăччĕ вăл, ахаль чухне те, ĕçкĕ-çикĕре те ытарайми кĕвĕсемпе чуна тыткăнлатчĕ.
Халĕ темиçе çул инке пĕчченех пурăнать, хамăн ачалăхри асаилĕве тапратсан вăл, паллах, пĕр енчен савăнассине те, тепĕр енчен хурланассине те чухлатăп. 70 çула çитнĕ пулин те вăл çаплах ĕçчен, тирпейлĕ, тулĕк сывлăхĕ хавшанине палăртать. Çитменнине пурнăçри пысăк çухатусем, хуйхă-суйхă, йывăр шухăш тарăн йĕр хăварса пыраççĕ. Анчах та вăйпитти чух кашни кун ĕçе утнă ял ĕçченĕн аса илмелли те пайтах... Анна Ефимовна Елгайкина (Архалькина) 1946 çулта Ачкасси ялĕнче кун çути курнă. Ялта шкул пулманран кỹршĕри ялта çичĕ класс вĕреннĕ. Вăрçа пула йывăр лару-тăрăва кĕрсе ỹкнĕ çемьесене вăрçă чарăнсан та тỹрех вăй илме çăмăлах пулман. Анна та çакна шута илсе çичĕ класс хыççăнах ялти çамрăксемпе Иваново хулинчи кирпĕч заводне ĕçлеме тухса кайнă. Унта вăл кăмакаран тухакан кирпĕчсене илсе тăнă, ретĕн-ретĕн хурса пынă. Çак йывăр ĕçре пилĕк çул ĕçленĕ хыççăн тăван яла таврăннă. Яла килсен те "Путь Ильича" колхозра уй-хир бригадипе пĕрле ĕçе пикеннĕ. Ĕçчен те пултаруллă хĕре Серенкасси яшĕ, хăйĕн пекех ĕçчен, çыпăçуллă алăллă, купăс ăста калакан Иван Елгайкин куç хывнă та качча илнĕ. Каярахпа икĕ ывăл çуралнă. 1981 çулта Анна Ефимовна "Сура" совхоза ĕçе вырнаçнă, сысна амисене çăвăрлаттаракан цехра операторта Лидия Яруськина, Геннадия Елгайкина, Ольга Ямбровская ĕçтешĕсемпе вăй хунă.
- Манăн ĕç кун-çулĕн ытларах пайĕ сысна ĕрчетекен "Сура" комплексра иртрĕ. Сысна амисене çăвăр-латтаракан цехра эпĕ 20 çул ытла вăй хутăм. Çав хушăра Тимаков (ятне астумастăп), Д.Мигушкин, Д.Волков, А.Новикова, А.Карпов ертỹçĕсемпе ĕçлеме тỹр килчĕ. Чи асра юлнисем - Дмитрий Волков тата Альбина Новикова. Дмитрий Родионович Волков: "Елгайкина юлташ, сан пек çынсем пулсан фермăра çын нумай та кирлĕ мар, - тетчĕ. - Пур ĕçе те хăвăрт тата тăрăшса пурнăçланăран çапла калатчĕ пулас. Д.Волков "Сура" совхоза 1982-1985 çулсенче ертсе пычĕ, ĕç тата дисциплина енчен çирĕп йĕрке тытатчĕ. Вăл вăхăтра эпир тăваттăн кашни 20-22-шер сысна ами пăхаттăмăр, вĕсене çăвăрлаттараттăмăр. Кăтартăвĕсем тĕрлĕрен пулсан та укçи-тенкине пĕрешкелех илеттĕмĕр. Кайран, 1986 çулта, директорта Альбина Новикова ĕçлеме пуçларĕ. Вăл вара пире уйрăммăн, кам мĕн чухлĕ çура илни тата мĕн чухлĕ ỹт хуштарни тăрăх, тỹлемелле турĕ. Альбина Новикова калани те асрах: "Ытти çĕрте пин çура таран илеççĕ, пирĕн те çавăнта çитермелле", - тетчĕ. Тăрăшса ĕçлени сая каймарĕ, 1987 çулта эпĕ тĕп сысна амисенчен пĕтĕмпе 1041 пуç çура илме пултартăм. Пысăк кăтартусем тунăшăн мана "12-мĕш пилĕкçуллăх ударникĕ" кăкăр çине çакмалли паллăпа тата Раççей шайĕнчи Хисеп грамотипе наградăларĕç", - каласа пачĕ Анна Ефимовна.
Ун пек хутсем тата район, республика шайĕнчисем унăн татах та пур. Çапла вара Анна Ефимовна районăн ялхуçалăх аталанăвне пысăк тỹпе хывнă тесе çирĕппĕн калама май пур. 2001 çулта Анна Ефимовна тивĕçлĕ канăва тухнă.
- Ĕç стажне 40 çула çитерес тесе 2002 çулта та ĕçлерĕм. Хăй вăхăтĕнче ĕçпе вĕресе тăнă комплекс саланичченех ĕçлеме тỹр килчĕ манăн, - сăмахне вĕçлерĕ "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ Анна Елгайкина. А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"