16 декабря 2016 г.
Çул çинчи хăрушсăрлăха тимлĕхре тытас тĕллевпе республикăра, çав шутра Хĕрлĕ Чутай районĕнче те, тăтăшах тĕрлĕ профилактика мероприятийĕсем иртеççĕ. Çул-йĕр хăрушсăрлăх службин ĕçченĕсем çитес вăхăтра та çакăн пек мероприятисем ирттерĕç:
- Паян, декабрĕн 16-мĕшĕнче, "Автобус" рейд иртет.
- Декабрĕн 16-19- мĕшĕсенче - "Парăмçă" рейд. - Декабрĕн 23-25-мĕшĕсенче "Урă мар водитель" рейд пулать.
- Декабрĕн 27-мĕшĕнче - "Ачасем. Ачасене тытса пымалли ятарлă хатĕр-сем" рейд.
Хисеплĕ вулаканăмăрсем, çул çинче тимлĕ пулмаллине ан манăр, çул-йĕр правилисене ан пăсăр!
Владимир ГАЛКИН, çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн Çĕмĕрлери уйрăмĕн начальникĕ
Источник: "Пирěн пурнăç"