АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уявсем инкексĕр иртчĕр

16 декабря 2016 г.

Декабрĕн 14-мĕшĕнче райадминистрацин терроризма хирĕç йĕркеленĕ комиссин ларăвĕ иртрĕ. Пĕрремĕш ыйту Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсенче иртекен мероприятисем вăхăтĕнче хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси пирки пулчĕ. Ку енĕпе районти полици уйрăмĕн начальникĕ А.Михопаркин халăх йышлă пухăннă вырăнсенче уявсенче полици патрулĕ тăтăшах ĕçлессине, декабрĕн 28-30-мĕшĕсенче вара халăх пухăнмалли объектсене тĕрĕслессине пĕлтерчĕ.

ÇÇХПИ инспекторĕсем те сыхă пулĕç, ỹсĕр водительсене, юраман вырăнта ларакан автомашина хуçисене (вĕсем спецтехникăна чăрмав кỹме пултараççĕ) палăртĕç. Пиротехника тата сертификацилемен гирлянда сутакансене те тĕрĕслесшĕн. Райадминистрацин культурăпа туризм тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ А.Н. Самсонов, вĕренỹ пайĕн начальникĕ И.Н.Живоев уявсем вăхăтĕнче кашни объектрах дежурство йĕркелессине пĕлтерчĕç. Клубсенче тата шкулсенче кашни уяв мероприяти- йĕнчех яваплă çынсем пуласса шантарчĕç. Хальхи вăхăтра вара пурин те хăрушсăрлăх енĕпе инструктаж ирттермелле, шкулсенче ачасемпе класс сехечĕсем йĕркелемелле.

Сăмах май, хăрушсăрлăх тĕллевĕпе пур организацире те декабрĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа январĕн 11-мĕшĕччен дежурство тумалла. Иккĕмĕш ыйтупа - вĕренỹ объекчĕсен хăрушсăрлăх паспортне хатĕрлессси çинчен - И.Н.Живоев сăмах илчĕ, вăл декабрĕн 23-мĕшĕччен ку документа пурин те хатĕрлесе çитермеллине пĕлтерчĕ. Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕн директорĕ Р.Н.Ильина асăннă документа хатĕрленĕ чухне сиксе тухнă ыйтусем пирки чарăнса тăнă май шкул автобусĕсем çỹрекен çулсене юртан япăх тасатса тăнишĕн пăшăрханнине палăртрĕ. Ларăва хутшăннă районти газ участокĕн ертỹçи В.Г.Орлов та пăрлак чухне автоçулсем çине хăйăр сапманнишĕн халăх кăмăлсăр пулнине çирĕплетрĕ. Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем пур çĕрте те инкексĕр иртчĕр!

Валерий ЖИГАНОВ, райадминистрацин ятарлă программăсен пай начальникĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика