16 декабря 2016 г.
Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкул çитес вăхăтра хăйĕн сумлă юбилейне паллă тума хатĕрленет. Истори докуменчĕсене ĕненес пулсан шăпах 195 çул каялла, 1821 çулхи декабрь уйăхĕнче, Хĕрлĕ Чутайри прихут училищи уçăлнă.
Чутай шкулĕн историйĕ питĕ пуян. Çак хушăра шкултан пиншер ача вĕренсе тухса пурнăç çулĕ çине тăма ĕлкĕрнĕ. Кунтан ăслă, культурăллă, общество ĕçне хастар хутшăнакан мĕн чухлĕ çын пурнăçăн анлă çулĕ çине вĕренсе тухнă. Шкул çунатти айĕнчен вĕçсе тухнă хыççăн тĕрлĕ инçĕше парăнтарнисем пур. Вĕсем хушшинче - хура çĕре "анне" тесе хисеплекен çĕр ĕçченĕсем, строительсемпе инженерсем, культурăпа медицина ĕçченĕсем, вĕрентекенсем, усламçăсем, тỹре-шарапа пирĕн канăçлăха упракан çар çыннисем тата ытти ĕçре чуна парса тăрăшакансем. Кунта темиçе çĕр вĕрентекен вăй хуни те паллă. Вĕсем хăйсем мĕн пĕлнине пĕтĕмпех ачасене пама тăрăшнă, вĕренекенĕсемшĕн шкул иккĕмĕш кил пултăр тесе вăхăтне те, вăйне те шеллемен. Паянхи вĕренекенсем пурнăç ыйтнине пур енлĕн тивĕçтерекен хăтлă шкулта пĕлỹ пухаççĕ. Çак шкулпа сывпуллашнисем те, халĕ ăс пухакансем те тăван шкулăн ăшшине туйсах тăраççĕ, хăйсен пултарулăхне кирлĕ шайра кăтартма тăрăшаççĕ, аслăрах ỹсĕмрисенчен ырă тĕслĕх илеççĕ.
"Иртнисĕр пуласлăх çук" тенине асра тытса эпир çитес вăхăтра шкул юбилейне паллă тума шутларăмăр. Шкулта халĕ хăнасене кĕтсе илес енĕпе хатĕрленỹ ĕçĕсем пыраççĕ ĕнтĕ. Вĕренекенсемпе вĕрентекенсем тĕрлĕ пултарулăх ĕçĕсем тăвас енĕпе çанă тавăрсах ĕçлеме тытăнчĕç: шкултан вĕренсе тухнă ентешсем пирки альбомсем калăплаççĕ, ветеран учительсемпе, шкул çуначĕ айĕнчен тухса кайнă паллă выпускниксемпе тĕлпулусем, пресс-конференцисем ирттереççĕ, куравсем, презентацисем, стендсемпе видеофильмсем ха- тĕрлеççĕ. Хальхи вăхăтра вĕрентекенсем ачасене шкул историйĕпе паллаштарас тĕлĕшпе ятарлă уроксем, класс тулашĕнчи ĕçсем ирттереççĕ. Çав хушăрах ачасем хушшинче тăван шкула халалланă сăвăсем çырас енĕпе конкурссем йĕркелеççĕ.
Декабрĕн 24-мĕшĕнче вара, асăннă юбилее халалланă уявра, Уçă алăксен кунĕ пулать. Хăнасем шкул тăрăх экскурсире пулĕç, шкул музейне çитсе курĕç. Унтан уява килнисен "Юбилей çăлтăрсем çутать" концерт курма май килĕ.
Раиса ИЛЬИНА, шкул директорĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"