16 декабря 2016 г.
Пирĕнтен кашниех хăй вĕренсе алла илнĕ, чун туртнă ĕçпе мĕн ватăличчен пурăнма тăрăшать. Анчах та пурнăç урапи пĕрешкел кусмасть тата сукмакĕ те яланах такăр пулмасть.
Хĕрлĕ Чутай салинчи Советски урамĕнче пурăнакан 80 çулхи ĕçпе тыл ветеранĕн, вăрçă ачин Елизавета Яковлевна Никонован та пурнăç сукмакĕ тумхахлă пулнă. Унăн ачалăхĕ хуйхă-суйхăсăр иртмен. Ашшĕ, Яков Никонович Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансанах çĕршыва хỹтĕлеме тухса кайнă, Ржев хули патĕнче паттăррăн çапăçса 1941 çулхи декабрь уйăхĕнче пуçне хунă. Унччен унăн Фин вăрçине тата яппун самурайĕсемпе çапăçнă çĕре хутшăнма тивнĕ. Ашшĕ вилнине пĕлтерекен хута илсен амăшĕ çурма тăлăх тăватă ачапа тăрса юлнă. Арçын хỹттисĕр юлнă пĕччен хĕрарăма ачасене пăхма çăмăл пулман. Ачасен пурнăç тути-масине пĕчĕклех тутанса пăхма тивнĕ. Елизавета, иккĕмĕш ачи пулнă май, 9 çултах колхоз ĕçне хутшăннă, аслисенчен юлмасăр пĕртан вăй хунă. Тăраниччен çией-менни, çывăрайманни кашни кунах пулнă. "Халĕ çав тапхăра аса илетĕп те тĕлĕнетĕп: мĕнле чăтма пултарнă-ши вутри пекех çуннă вăхăта?" - тет Елизавета Яковлевна шывланнă куçĕсене шăлса.
Кукашшĕ патша саманинчех, 19 ĕмĕр вĕçĕнче, Кăрмăшран лашасемпе кирпĕч кỹрсе килсе ултă чỹречеллĕ чул çурт лартма пултарнă. Елизавета Яковлевна каласа панă тăрăх, ашшĕпе амăшĕ, кукашшĕпе кукамăшĕ чухăн хресчен çемйинче çуралнă питĕ ĕçчен çынсем пулнă. Килти хуçалăхра вĕсем лашине те, ĕнине те тата ытти выльăх-чĕрлĕх те тытнă. Унсăр пуçне ăста çĕвĕç пулнă май ял халăхне килте тĕртнĕ пиртен, тиртен кирек мĕн те çĕлесе панă. Мĕнпур пурлăха хăйсем ĕçлесе тунă. Вĕсен килĕнче çурса тирпейленĕ вутă шаршанĕсем яланах çителĕклĕ пулнă. Анчах та кулаксен шутне кĕртсен тытса кайнă. Елизавета Яковлевна амăшĕн, Ирина Степановнан, хĕр чухнехи хушамачĕ - Законова, вăл ĕмĕрĕпех колхозра халăхпа пĕрле ĕçленĕ.
"Аттепе анне мана питĕ вĕрентесшĕн пулчĕç, çавăнпа шкула хаваспах çỹрерĕм. Лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пытăм, ытларах цифрăсен тĕнчи илĕртетчĕ. Çавăнпах пулĕ шут ĕçне - бухгалтера - вĕренес ĕмĕтпе пурăнаттăм", - аса илет ветеран. Тĕллеве тỹрех пурнăçа кĕртме май килмен. Йывăр пурнăç, укçа-тенкĕ çуккине пула малтанах, 1955 çулта Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкултан вĕренсе тухсан, тăван колхозра вăй хума пуçланă. Кайран темиçе çултан комсомол путевкипе Шупашкара, суту-илỹ пĕрлешĕвĕн шкулне, çичĕ уйăхлăха вĕренме кайнă. Ăна ăнăçлă пĕтерсен тăванĕсемпе çывăхарах пулас тесе ашшĕ-амăшĕн килне таврăннă. Районти сельпо (халĕ райпо) бухгалтерийĕнче ĕçлеме тытăннă.
- Эпĕ ĕçе пуçăннă чухне шалу 55 тенкĕ пулнă, премисемпе ытти тỹлевсем пулман. Çапах та нихăçан та сахал тесе каламан, - тет Елизавета Яковлевна.
Бухгалтер ĕçĕ питĕ кăсăк тата кирлĕ професси пулнине шута илсе вăл пĕлĕвне ỹстерме шутланă, Шупашкарти коопераци техникумне вĕренме кайнă. Алла диплом илсен вара районти вĕренỹ пайĕнче ĕçлеме тытăннă. Ун чухне РОНО ертỹçи А.В.Власов пулнă.
Çыннăн ĕçри ăсталăхĕ хăйĕн-чен кăна мар, аслă юлташĕсенчен те нумай килет. Елизавета Яковлевна пĕрле ĕçленĕ Илья Никитович Кортунова тăтăшах аса илет. Вăл ăна бухгалтери ĕçĕнчи вăрттăнлăхсене вĕрентнĕ, ĕçре пулăшса пынă. Ун чухне ĕç услови-йĕсем пачах урăхла пулнă, хальхи пек мар. Тĕрлĕ хутсем çырассине, отчетсем тăвассине компьютер е электрон касса аппарачĕсемпе шутламан, бухгалтер сĕтелĕ çинче яланах шут шăрçи выртнă. Укçа-тенкĕ шута юратать. Çавăнпа отчетсем тунă чух темиçе тенкĕ мар, пус тухмасан та тепĕр хут пăхса тухма тивнĕ.
Елизавета Никонован пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 41 çул, унтан 16 çулĕ тĕп бухгалтерта ĕçлесе иртнĕ. Унăн ĕçĕпе вĕренỹ пайĕн ертỹçисем, пур шкул директорĕ те кăмăллă пулнă. Çав тапхăрта районта Хĕрлĕ Чутайри, Атнарти, Штанашри, Мăн Этменти, Çĕн Атикассинчи, Тралькассинчи вăтам шкулсен çĕнĕ çурчĕсем çĕкленнĕ. Хăйĕн ĕçне Елизавета Яков-левна тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынă. Çакăншăн ăна ЧР Вĕренỹ министерствин Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе пĕрре мар чысланă, "Ĕç ветеранĕ" ят панă. Ĕçленĕ вăхăтра нумай çамрăка пулăшса пынă вăл. Сăмахран, Раиса Куропаткина, Екатерина Арбузова тата ыттисем те пурăна киле хисеплĕ те опытлă бухгалтерсем пулса тăнă. Ветеран çынсемпе ăшшăн калаçать, çивĕч ăспа ыйтусем çине çийĕнчех хуравлать. Асаилỹ çăмхине пĕрле сỹтнĕ вăхăтра вăл пĕрре те: "Эпĕ мĕн каларăмччĕ-ха, ăçта çитсе чарăнтăмăрччĕ-ха", - тени пулмарĕ. Хăйне килĕ шỹллĕ те тирпейлĕ, сăпайлă тытать.Тỹсĕмлĕ, уçă та таса чунлă пулни палăрать. Тăванĕсем, ял-йыш умĕнче ята яман вăл. Мăшăрĕ Н.Д.Смалайкин пурнăçран 6 çул каялла уйрăлса кайнă.
Тивĕçлĕ канăва тухсан, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен варринче, тыл ĕçченĕ Хĕрлĕ Чутай чиркĕвĕн ĕçне хастар хутшăннă, çавăншăн Николай атте ăна Çветтуй Николай Турăшне парнеленĕ, ырă сăмахсемпе пилленĕ. Е.Никонова паян çăмăлах мар условисенче пĕчченех пурăнать. Кил-çуртне вутă-шанкăпа хутса ăшăтать, шывне урамри çăлтан тултать. Хăш-пĕр чух пĕр урамри Г.Гусельщикова йăтса пулăшкалать. Елизавета Яковлевна пỹртре те, урамра та аллинчен туйине вĕçертмест. "Чееленсе çỹрекенсем инвалид ятне илеççĕ, йывăр чирлекенсене памаççĕ", - пăшăрханăвне пытармасть вăл. Чирлесен ахаль те йывăр, пĕччен пурнăç пушшех те çăмăл мар. Çулсем малалла шунă май чир-чĕрĕ те тупăнсах, хушăнсах тăрать. Вăй пур чухне ветеран чуна ăшăтма чиркĕве çỹренĕ. Халĕ кĕлĕсене тăрса ирттерме йывăртарах ăна, çавăнпа та яланах Турăпа пĕрле пулас тесе "Тивлет" хаçата çырăнса илет, ăна вуласа йăпанать.
Валерий РОМАНОВ.
Источник: "Пирěн пурнăç"