21 декабря 2016 г.
Çĕнĕ çул çывхарнă май вăрманçăсен канăç çухалать. Çак тапхăрта ырă шăршăллă чиперкке чăрăшсене куç пек сыхламасан тункатисем кăна юлма пултараççĕ. Ку вара вăрмана сăтăр туни пулать. Вăрман хуралĕнче тăрăшакансем йĕрке хуралçисемпе пĕрле кашни çулах Çĕнĕ çул чăрăшĕ сене тăрăшса сыхлаççĕ, анчах кашни тĕмĕ патне хурал тăратаймăн. Чăрăша саккунсăр каснă тĕслĕхсем çав-çавах тĕл пулаççĕ. Йĕркене пăсакансене шыраса тупса явап тыттараççех.
Палăртмалла, ЧР Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви ирттернĕ аукциона хутшăннă, унăн кăтартăвĕсемпе ирĕк илнĕ çынсем кăна Çĕнĕ çул чăрăшĕсене хатĕрлесе сутма пултараççĕ. Кăçалхи аукцион кăтартăвĕсемпе чăрăшсене сутма Опытлă лесничествăри И.Ю.Васильев уйрăм предприниматель, Çĕмĕрле лесничествинче "Çĕмĕрле вăрман хуçалăхĕ" ТЯО ирĕк çĕнсе илнĕ.
Чăрăш е хыр йывăçне саккунсăр каснăшăн е сиенлетнĕшĕн административлă е уголовлă явап тыттараççĕ. Пĕр чăрăша е хыра каснăшăн граждансене 3 пин тенкĕрен пуçласа 4 пин тенкĕ таран, должноçрисене - 20 пин тенкĕрен тытăнса 40 пин тенкĕ таран, предприяти-организацисене вĕсенчен вунă хут ытларах (200-300 пин тенкĕ) штраф тỹлеттереççĕ. Йĕркене пăсаканăн административлă штрафсăр пуçне вăрмана сиен кỹнине саплаштарма тивет. Енчен те чăрăш касса кỹнĕ сиен 5 пин тенкĕрен ытла пулсан административлă шыравсăр пуçне уголовлă явап та тыттарма пултараççĕ.
Вăрмана сăтăр тăвиччен чăрăша пасарта, саккунпа килĕшỹллĕн сутă тăвакан çынсенчен туянсан лайăхрах.
А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"