АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ ĕç пирки - пĕчĕкренех

21 декабря 2016 г.

Ачасене шкул çулне çитичченех ĕçпе профессисем çинчен ăнлантармалла. "Пилеш" ача садĕнче эпир çак тĕллевпе тĕрлĕ мероприятисем ирттеретпĕр. Асра юлмалла иртнисенчен пĕри вăл - ачасен пултарулăх ĕçĕсен, ỹкерчĕкĕсен, буклетсен куравĕсем: "Пирĕн алăсем тунсăх мĕнне пĕлмеççĕ", "Пур ĕç те кирлĕ, пур ĕç те пĕлтерĕшлĕ", "Пирĕн района кирлĕ профессисем". Аслă "А" ушкăнра Елена Сармандейкина йĕркелесе пынипе çулталăк хушшинче "Мамы разные нужны, мамы разные важны" проект пурнăçа кĕрсе пычĕ. Ачасене професси тĕнчипе паллаштарнă чух чи пĕлтерĕшли тата усăлли - тĕрлĕ предприятисене экскурсие илсе çỹрени. Уйрăмах унта ачасен амăшĕсем ĕçлеççĕ пулсан çакă чылайлăха асра юлать.

Районти предприятисенче экскурсире пулнă май ачасем повар, парикмахер, фотограф, çĕвĕç профессийĕсемпе паллашрĕç. Тĕрлĕ çĕрте тăрăшакансен ĕçĕ-хĕлĕпе, вĕсен ĕç вырăнĕпе, усă куракан инструменчĕсемпе паллашнă май ачасен тавракурăмĕ анлăланать, вĕсем профессисемпе кăсăкланма пуçлаççĕ. Çавăн пекех аслисен ĕçне хисеплеме те вĕренеççĕ. Экскурсире мĕн курни-илтни тăрăх вара ачасем кайран сюжетлă вăйăсем выляççĕ. Ачасене мĕн пĕчĕкренех тĕрлĕ профессисемпе паллаштарни малашлăхра ĕç суйласа илессине те витĕм кỹме пултарать. Ыттисен ĕçне хисеплеме вĕренсе ỹсни, кайран хăйсене килĕшекен ĕçе суйласа илсе обществăра хăйĕн вырăнне тупма пĕлни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Кун пек ачасем ỹсерехпе "йывăр" çамрăксен шутне кĕмеççех. Çавăнпа та эпир ача садĕнче пĕчĕккисене тĕрлĕ профессисемпе паллаштарас ĕçре кирлĕ пулакан япаласен, теттесен шутне ỹстересшĕн, хальхи йышши педагогика технологийĕсемпе усă курас ĕçе вăйлатасшăн.

Лариса ВАСЬКОВА, "Пилеш" ача сачĕн аслă воспитателĕ. 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика