23 декабря 2016 г.
Ку хутĕнчи тĕлпулу ыттисемпе танлаштарсан аванрах, чунлăрах пулчĕ тесе калас килет манăн. Хĕрлĕчутайсене тĕрлĕ ыйту кăсăклантарать, вĕсем чун хавалĕпе, вĕрентỹпе, культурăпа çыхăннă темăсемпе интересленеççĕ. Ку, паллах, савăнтарать. Çынсен пурнăçĕ ырă енне улшăнса пыни сисĕнет, çакăнта республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн, правительствăн ĕçĕ курăнать. Калăпăр, çак кунсенче республикăри культура çурчĕсене юсаса çĕнетме федераллă бюджетран 34 миллион тенкĕ куçасси паллă пулчĕ. Çитес çул республикăра Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне ирттерме палăртнипе те эпир пурте кăмăллă - çемьесене хỹтĕлес енĕпе чылай мероприяти иртмелле. Укçа-тенкĕ пирки калаçнипе пĕрлех манăн кăмăл-сипет, чунлăх çинче те чарăнса тăрас килет. Пирĕн пуласлăх ялсем мĕнле аталанассинчен килет. Хальхи вăхăтра ялсенче те ачасене чăвашла калаçтарма пăрахни тĕлĕнтерет. Чăваш ачин чăвашла калаçмаллах. Вĕрентекенсем шкулсенче тăван ен культурине вĕрентме пăрахни пирки пăшăрханса калаçнине те ăнланатăп. Чăвашлăха упрасси пĕтĕмпех хамăртан килет.
Вячеслав ОРИНОВ, ЧР культура министрĕн çумĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"