23 декабря 2016 г.
Юлашки кунсенче Иркутск облаçĕнчен çынсем "Боярышник" контрафактлă концентратпа массăллă майпа наркăмăшланни пирки хăрушă хыпарсем пĕлтерсех тăраççĕ. Декабрĕн 16-мĕшĕнче каçхине - 17-мĕшĕнче çĕрле регионти больницăсене вун-вун çын наркăмăшланнипе лекнĕ. Юлашки хыпарсем тăрăх, ваннăй кĕмелли шĕвеке пула 71 çын вилнĕ, 20 ытла çын больницăра выртать, 13-шĕ йывăр. Çавна май Иркутск облаçĕнче чрезвычайлă лару-тăру йĕрки туса хунă, ĕçме юраман спиртлă продукцисене сутма чарнă.
Çак инкеке кура Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев та спиртран хатĕрленĕ пур йышши продукцисене сутнине çирĕп тĕрĕслеме, кирлĕ пулсан суту-илỹрен туртса илме хушнă.
Калас пулать, çак усал хыпара пĕлсенех ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та спиртлă настойкăсене пур суту-илỹ точкисенче те сутма чарма ыйтнă.
Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илỹ министерстви те "фанфурик" текен спиртлă продукципе халăх ан наркăмăшлантăр, вĕсене сутакансене пỹлес тесе тĕллевлĕ ĕçлет. Нумаях пулмасть-ха асăннă министерство ЧР Шалти ĕçсен министерствине "Асептолин" ятлă спиртлă эмел препарачĕ пирки мерăсем йышăнма ыйтнă, çак эмелĕн лаборатори тĕпчевĕн кăтартăвĕсене ярса панă. Асăннă препарата министерство сотрудникĕсем "Власта" ТЯО-н "Добрый аптекарь" аптека сетĕнче туяннă. Тĕпчев эмел препарачĕ 75 процент этил спиртĕнчен тăнине, тĕп компоненчĕ - глицеринат - пачах пулманнине кăтартса панă. Апла пулсан, ку эмел препарачĕ пахалăхсăр, фальсификат шутланать. Кун пек эмел хатĕрĕсене çаврăнăша кĕртекенсене уголовлă явап кĕтет. Çынсем спиртлă продукципе наркăмăшланнă тĕслĕхсем нумайланнине кура тата ку ыйту питĕ çивĕч тăнине шута илсе "фанфурик" йышши продукцие сутма чарас ыйтăва çитес вăхăтра республикăн правительство комиссийĕн ларăвĕнче пăхса тухма палăртнă.
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"