23 декабря 2016 г.
Мĕн тери лайăх çемьере - ватăсем те, çамрăксем те, ачасем те пулсан тата вĕсем пĕр-пĕрне юратса, килĕштерсе пурăнсан. Çавăн пек çемьесенчен пĕри – Мишеркасси ялĕнче пурăнакан Вазяковсем.
58 çул ĕнтĕ алла-аллăн тытăнса пурăнаççĕ Иван Яковлевичпа Надежда Александровна Вазяковсем _ ялти хисеплĕ çынсем. Вĕсем пĕтĕм пурнăçне шкулпа çыхăнтарнă. Иван Яковлевич ачасене чăваш чĕлхипе, Надежда Александровна вырăс чĕлхипе вĕрентнĕ, пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма хатĕрленĕ.
Вазяковсем 37 çул хушши ачасене вос-питани парас ĕçре вăй хунă. Çăмăлах пулман пĕр çемьере пурăнакан икĕ вĕрентекене. Кашни уроках тĕплĕн хатĕрленмелле, каçсенче çывăрмасăр тетрадьсем тĕрĕслемелле пулнă. Выльăх йышлă тытнă. Анчах та вĕсем пĕтĕм йывăрлăхне пĕрле тӳссе ирттернĕ. Çемьере пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăнни ĕçре ӳсĕмсем тума май панă, вăй хушнă, хавхалантарнă.
И.Я.Вазяков хăй вăхăтĕнче КПСС Хĕрлĕ Чутай райкомĕн членĕ те, район Канашĕн депутачĕ те пулнă, нумай хутчен Пантьăк ял Канашĕн депутатне суйланнă. Вăл пуçарнипе Мишеркассинче çĕнĕ çăва уçнă, ун çывăхне пыракан çула юсанă.
Район хаçачĕн историйĕнче те Иван Яков-левичăн тӳпи пур. Унпа вăл 1959 çултанпа çыхăну тытать. Çак хушăра унăн 1200 ытла статья пичетленнĕ. Вĕсене пĕтĕмпех шкул музейĕнчи альбомсене вырнаçтарнă. Вĕсем хушшинче вăрçă ветеранĕсем çинчен çырнисем ытларах. Унсăр пуçне вăл хăйĕн статйисенче çамрăксене пурнăçра ĕç кăна çынна илем, чыс, хисеп, телей кӳни çинчен ырă çынсен тĕслĕхĕпе каласа парать. «Хаçатра эпĕ çур ĕмĕр ирттертĕм. Юратнă «Пирĕн пурнăç» хаçат мана пурăнма хавхалантарать. Çак хаçата пула эпĕ 86 çула çитрĕм пулĕ», - каласа парать ветеран.
Иван Яковлевичăн пурнăçĕ çăмăлах пулман. Вăрçă çулĕсенчи пурнăçа аса илсен куçĕнчен куççуль тухать. Вĕсем çемьере пилĕккĕн ÿснĕ. Ашшĕне вăрçа илсе кайнă. Пĕтĕм йывăрлăх амăшĕ çине тиеннĕ. «Аса илме хăрушă, манма юрамасть» статьясен пуххи ман чуна йăмăхтарать, иртнĕ сурансене тапратать. Нихçан та ан пултăрччĕ вăрçă çĕр çинче», - тет Иван Яковлевич.
Иван Яковлевичпа Надежда Александровна, чăн та, пурнăçра пĕр-пĕрне тупнă, юратупа чăмăртаннă çемье. Вĕсем халĕ те пĕр-пĕрне упраса, пулăшса пурăнаççĕ. «Маншăнах çуралнă пуль манăн Надя. Вăл мана пĕчĕк ачана пăхса пурăннă пек пăхать. Пурăнма та маншăн пурăнать», - тет ветеран мăшăрĕ çине ăшшăн пăхса. Иван Яковлевич халĕ чир-чĕре пула килĕнчен тухса çӳреймест, çапах та вĕсем патĕнчен çынсем татăлмаççĕ, тĕрлĕ ыйтупа, ытларах ял, шкул историйĕпе кăсăкланакансем килсе çӳреççĕ. Пурне те пулăшма тăрăшаççĕ ветерансем.
Учитель-ветерансене çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас ĕçре пысăк ӳсĕмсем тунăшăн Чăваш АССР-ĕн Аслă Канашĕн президиумĕ иккĕшне те «Чăваш АССР-ĕн тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ят панă. «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» паллăпа чысланă. Пенсие тухсан «Ĕç ветеранĕ» медальпе наградăланă.
Вазяковсен йăх-несĕлĕ аталансах пырать. Вĕсем икĕ хĕр çуратса ӳстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Икĕ хĕрĕ те пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă, вăтам тата аслă пĕлӳ илнĕ. Çемьеллĕ. Хĕрĕсем виçĕ мăнук парнеленĕ, тата икĕ кĕçĕн мăнук пур.
Савăнаççĕ ветерансем мăнукĕсем çинчен калаçу пуçар-сан. Шăпах вĕсем ĕнтĕ - кашни куна савăнăç илсе килекенсем, пурнăçпа малалла киленсе пурăнма вăй-хăват хушакансем. Вĕсем пĕр-пĕринпе туслă пурăннишĕн, тăван яла килсех тă-нишĕн савăнаççĕ.
«Çын халăхран уйрăм телейлĕ пулаймасть, халăхпа кăна çын ĕçлесе, пĕрле пурăнса телейлĕ пулать. Çынна ырă туни каялла таврăнать. Çамрăксене пирĕн халăхшăн усăллă ĕç тума чĕнсе калас килет», - теççĕ учитель-ветерансем сăмахĕсене вĕçленĕ май.
Л.ЯРУСЬКИНА, Мишеркасси шкулĕнчи историпе обществоведени учителĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"