28 декабря 2016 г.
Выльăх-чĕрлĕхрен хушма тупăш илме май пурри çынсене савăнтарать, паллах. Пĕрне кура тепри хушма хуçалăхра икшер-виçшер ĕне тытаççĕ. Анчах сĕт хакĕ ял ĕçченне пĕрмаях калаçтарать.
Иртнĕ çул сĕт туса илекен хушма хуçаçлăхсем, вĕсем паракан сĕт пахалăхне шута илсе тỹлемелли пирки нумай калаçрăмăр. Анчах ăна пурнăçа кĕртесси пулса çитеймерĕ. Хушма хуçалăхсенчен чĕртавар туяннă чух пахалăха тĕрĕслеме йывăртарах пулас. Пысăк хуçалăхсенни пек мар, вĕсем сĕте тирпейлекен предпри-ятисене тỹрремĕн тата нумай сутнипе тахçанах пахалăха кура татăлаççĕ. Халăх сĕчĕ вара тирпейлекен предприятисене çитиччен темиçе алă витĕр тухать. Пытармалли çук, нумайăшĕ чĕртавара йышăннă чух пахалăхне тĕрĕслесе вăхăта ирттересшĕн мар.
Хальхи вăхăтра районта халăх сĕтне пĕрешкел хакпа "Заготовки", "Успех", "Перспектива" ТЯО-сем, Элĕк райповĕ, Л.И.Тихонова, Н.А.Дементьева, А.Е.Низов уйрăм предпринимательсем, "Свобода" колхоз, "Иволга молоко" ЯПК (СПСК) пухаççĕ. Пурне те пĕр пек тỹлени вĕсемшĕн меллĕрех-и, тен.
Çакна паянхи хаксем те аван çирĕплетсе параççĕ. Хушма хуçалăхсенчен халĕ районĕпех (çавăн пекех Етĕрне тата Çĕмĕрле районĕсенче) пĕр литр сĕте 21 тенкĕпе пухаççĕ, иртнĕ çул çак вăхăтра 19 тенкĕпе пухнă. Апла пулсан ял ĕçченĕсен кăмăлсăрланма сăлтав пулмалла мар пек. Анчах та республика шайĕнче пăхсан, кун пек хак район çыннисене тивĕçтермест. Мĕншĕн тесен ЧР Ялхуçалăх министерстви декабрĕн 16-мĕшĕ тĕлне пухнă кăтартусем тăрăх, Патăрьел, Комсомоль-ски, Çĕрпỹ, Шупашкар, Тăвай, Елчĕк, Красноармейски, Вăрмар районĕсенче литр сĕтшĕн 22-24 тенкĕ параççĕ. Районта сĕт пухакансен сăмахĕ тăрăх, пирĕн патра сĕт хакĕ хăпарасси паллă та мар иккен.
Çав хушăрах вара лавккари сентресем çинчи таварсем куç умĕнчех хакланса пыраççĕ. Апла пулсан сĕтрен тупăш илесси пирки калаçма кирлех-ши?
Çавăн пекех аса илтерес килет. Кăçал февраль уйăхĕнче сĕт хакĕ 17 тенкĕрен 23-24 тенке çитнĕ, март çурринче тỹрех 15 тенке çити чакса ларнă. Усламçăсем хакпа выляни мар-и çакă?
А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"