28 декабря 2016 г.
Декабрĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов советниксемпе тĕл пулнă. Хăйĕн сăмахĕнче вăл советниксем ăна аналитика, эксперт тата консультаци тĕревĕ парса тăнине, приоритетлă инвестици проекчĕсене тата планпа ертỹлĕх ыйтăвĕсене татса парас енĕпе пысăк пулăшу панине палăртнă. Министр 16 çынна хăйĕн советникĕ пулнине çирĕплетекен удостоверени панă. Вĕсен йышĕнче пирĕн ентешсем те пур - Сорăм ялĕнче çуралса ỹснĕ, республикăри АПК ветеранĕсен Канашĕн председателĕ Петр Ивантаев тата "Коминтерн" ЯХПК ертỹçи Альбина Новикова. Петр Ивантаев, сăмах илнĕ май, советник пуласси хисеплĕ ят кăна мар, пысăк та яваплă ĕç пулнине пĕлтернĕ, пĕрле пухăнса канашлани, ялхуçалăхĕнчи татса памалли ыйтусене тишкерни, сỹтсе явни питĕ пĕлтерĕшлине палăртнă. А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"