28 декабря 2016 г.
Çул-йĕр инкекĕнче пĕчĕк пассажирсем аманасран водительсене автомобильсенче ятарлă хатĕрсемпе усă курма ыйтатпăр. Çакăн пирки ашшĕ-амăшне кашнинчех аса илтеретпĕр пулин те вĕсем хушшинче çул-йĕр правилисене пăхăнман водительсем тĕл пулаççĕ. Кăçал 11 уйăх хушшинче Çĕмĕрле хулинче, Çĕмĕрлепе Хĕрлĕ Чутай районĕсенче ачасемпе тата çамрăксемпе çыхăннă 8 çул-йĕр инкекĕ пулчĕ, вĕсенче 10 ача суранланчĕ. Саккунпа килĕшỹллĕн 12 çул тултарман ачасене ятарлă хатĕрсемпе кăна турттарса çỹреме юрать. Вăл унăн тăршшĕпе тата йывăрăшĕпе килĕшсе тăма кирлĕ. Малти ларкăч çинче автокреслăпа усă курас пулать. Çавăн пекех 12 çул тултарман ачасене мотоциклăн е скутерăн хыçалти ларкăчĕ çинче илсе çỹреме юрамасть. Правилăсене пăхăнман водительсене 3000 тенкĕ штраф параççĕ. Ачасене турттаракан организацисемпе шкулсен ертỹлĕхĕсене пĕлме: автобусем юсавлă пулмалла, вĕсен техника ыйтнисене пăхăнмалла.
Владимир ГАЛКИН, çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн Çĕмĕрлери уйрăмĕн начальникĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"