28 декабря 2016 г.
Нумаях пулмасть республикăри "Çĕнĕ хунавсем" вăйă-конкурсăн виççĕмĕш тап-хăрне пĕтĕмлетнĕ. Пĕтĕмпе конкурса Чăваш Республикинчи 13 районти 32 команда хутшăннă. Вăл темиçе турпа иртнĕ. Пирĕн район чысне Атнар тата Мăн Этмен шкулĕсенчи вĕренекенсем хỹтĕленĕ. Асăннă конкурсра çамрăк таврапĕлỹçĕсем ырă сăмахсене тата наградăсене тивĕçнĕ.
Атнарти шкулта иккĕмĕш класра вĕренекен Иван Чумаков (ертỹçи - Сергей Кудряшов) "Алă тăвать - куçпа пăхса ытарма çук" конкурсра 2-мĕш вырăн йышăннă. "Йăласен чĕрĕ йĕрĕ" конкурсра ăнăçу каллех атнарсем енне çаврăннă, "Айхол" команда (ертỹçисем - Сергей Кудряшов, Людмила Ешмейкина, Геннадий Орлов) халăх йăли-йĕркин театрализациленĕ представленине кăтартса виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.
"Раççей халăхĕн йăли-йĕрки" номинацире Мăн Этмен шкулĕн "Шанчăк" командине (ертỹçисем - Татьяна Горбунова, Валерий Ярабаев) çитекен пулман. "Çĕнĕ хунавсем" вăйă-конкурсăн тĕп парнине "Айхол" команда - Иван Чумаков, Дмитрий Башкиров, Наталья Данилова, Николай Майоров, Александра Максимова, Иван Яндуткин тата Софья Смирнова - çĕнсе илнĕ. Пур тапхăрти балсемпе Атнар шкулĕн команди виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. А.ВАСЮКОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"