28 декабря 2016 г.
Лидия Федоровна Кудряшована Хĕрлĕ Чутай салинче час-часах куркалатăп. Хитре сăн-питлĕ, илемлĕ йăл-кулăллă, вăр-варскер яланах мана вырăс артисткине аса илтерет. Амăшĕ те ватлăх кунĕсенче кĕске çỹçпе, çĕлĕкпе çỹренĕрен вырăс пек туйăнатчĕ. Лидия Федоровнăпа тĕл пулса калаçнă хыççăн манăн шухăш тĕтре пекех сирĕлчĕ.
1940 çулхи сентябрĕн 12-мĕшĕнче Калкасси ялĕнче çуралнă вăл. Унăн амăшĕпе ашшĕ, Феодора Спиридоновна Спиридоновапа Федор Тихонович Кудряшов, Шупашкарти ялхуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ чух паллашнă. Иккĕшĕ те унтан агронома вĕренсе тухнă, каярахпа пĕрлешсе çемье чăмăртанă. Федор Тихонович Элĕк район хĕрне илсе килсенех ял çыннисем: "Тихон Хветĕрне ку майра выçтарса вĕлерет", - тенĕ. Мăшăрĕ çыпăçуллă тумланнăран çапла каланă-тăр. Анчах та Феодора Спиридоновна халăхпа ĕçлеме пултаракан çын тата пултаруллă ертỹçĕ пулнине кăтартса панă. Вăл чылай çул районти çĕр ĕç тата ялхуçалăх пайĕнче агрономра ĕçленĕ, 1952-1963 çулсенче "Путь Ильича" колхоза ăнăçлă ертсе пынă. Феодора Спиридонова мăшăрĕпе икĕ хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Асли, Лида, 1947 çулта Серен-кассинчи пуçламăш шкулта вĕренме пуçланă. Малалла Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕреннĕ. 9 класс пĕтернĕ хыççăн вăл Вăрнарти зооветеринари техникумне вĕренме çул тытнă. Лида ачаранах ĕçе юратса ỹснĕ. 8-9-мĕш классенче тата техникумра вĕреннĕ вăхăтра та халăхпа пĕрле çĕрулми, кукуруз лартма, тырă çапма çỹренĕ, икĕ çул хушши ял халăхĕпе пĕрле утă çулнă. Икшер эрне киле килмесĕр вăрманта утă хатĕрлесе пурăннă.
Кăлтăр-кăлтăр кулма юратакан хит-ре хĕре 1962 çулта ялти çамрăк качча илнĕ, анчах та вĕсен мăшăрлă пурнăç нумай пыман, тĕрлĕ сăлтавсене пула арканса кайнă. 1975 çулта Лида музыка учителĕпе Петр Даниловпа пĕрлешнĕ. Унпа 41 çул килĕштерсе пурăннă. Техникумран вĕренсе тухсан, 1962 çулта, Хĕрлĕ Чутайри ветеринари станцийĕнче ĕçлеме пуçланă. Кăшт ĕçлесенех çамрăк хĕре аптека шанса панă. Вăл унта çичĕ çул хушши тăрăшнă. Канаш хулинчен эмелсем, вакцинăсем илсе килсе районти пур совхозсемпе колхозсене, ветучастоксемпе ветпунктсене тивĕçтернĕ. Çав хушăрах Енкĕлт, Калкасси, Серенкасси, Ачкасси, Туктамăш тата Хĕрлĕ Чутай ялĕсенче выльăхсене тĕрлĕ чирсенчен прививкăсем тунă, юн илнĕ çĕре хутшăннă. Хăйĕн ĕçĕнчен вăл нихăçан та вăтанман, яланах юратса пур-нăçланă. "Пĕр юлташ, ветеринарта ĕçлекенскер, нихăçан та хăй кам пулса ĕçленине пĕлтермен тет. "Ветеринар вăл сысна çăмарти касма пĕлекенскер кăна", - тесе каласран шикленнĕ. Эпĕ вара ветеринар пулнишĕн, чĕрчунсене, çынсене пулăшма пултарнишĕн савăнаттăм кăна", - каласа парать выльăх тухтăрĕ.
Лидия Федоровна ĕç килĕшни кăна çителĕксĕр пулнине пĕлсе тăнă, çавăнпа пĕлĕве ỹстерес тĕллевпе 1969 çулта Хусанти ветеринари институтне вĕренме кайнă. Малтанхи çулĕсене куçăмсăр, юлашки курсĕсене куçăмлă майпа вĕренсе пĕтернĕ. Аслă пĕлỹ илсен хальхинче те вăл направленипе районти ветстанцине ĕçлеме килнĕ. Лидия Федоровна 1973 çултан пуçласа 1997 çулччен пĕр должноçра - аслă врач-эпизоотологра (выльăхсен хăрушă чирĕсемпе кĕрешекенре) - вăй хунă. 1985 çулта ăна нумай çул тỹрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçленĕшĕн "Ĕç ветеранĕ" медальпе наградăланă.
Лидия Кудряшова тивĕçлĕ канăва тухсан та 10 çул хушши Хĕрлĕ Чутайри вăрман хуçалăхĕн выльăхĕсене сипленĕ. Унта ĕçлекен çемьесен хуçалăхĕнчи выльăхĕсене ветпулăшу панă. Выльăх-чĕрлĕхпе аппаланма юратаканскер, ĕçленĕ вăхăтра та килĕнче яланах выльăх чылай усранă, сысна амисене çăвăрлаттарнă, ĕне, пăру, хур-кăвакал, кроликсем тытнă.
Халĕ те, пĕчченех пулсан та (упăшки тăватă çул каялла вилнĕ), выльăхсем усрать: 4 качака, кроликсем, чăхсем тата ытти те. Çав хушăрах выльăхсен чирĕсем пирки пулăшу ыйтма пынă çынсене ырă сĕнỹсем парать е килне кайса пулăшма та ỹркенмест. Каннă чух юрă юрлама, ташлама кăмăллать. - Кунĕпех выльăх-чĕрлĕхпе аппа-ланатăп, çакă ватлăх кунĕсенче хытса ларма памасть, савăнăç кỹрет, - тет йăл кулса 76 çулхи ĕç ветеранĕ.
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"