30 декабря 2016 г.
Иртнĕ эрнере республикăри сывлăх сыхлавĕн отраслĕнче ĕçлекенсем Ĕç çыннин çулталăкĕ вĕçленсе пынă май савăнăçлă мероприятире Сывлăх сыхлавĕн министерствин корпоративлă проекчĕсене пĕтĕмлетнĕ. Сăмахран, "Тавтапуç, тухтăр! Тавтапуç, медсестра!" акципе килĕшỹллĕн "Халăх хисепĕ" обществăлла наградăна çĕр лауреат тивĕçнĕ. Пациентсен хисепĕпе тав сăмахне тивĕçнисем хушшинче Хĕрлĕ Чутай район больницин тухтăрĕсем пурри савăнтарать. Вĕсем - Галина Журавлева врач-акушер-гинеколог тата Николай Ярабаев врач-хирург. Шăпах вĕсене районта пурăнакансенчен нумайăшĕ тав сăмахĕ каланă.
"Эмелпе кăна мар, сăмахпа сиплет", - теççĕ Галина Игнатьевна Журавлева пирки районта пурăнакан хĕрарăмсем. Галина Журавлева Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнчен 1987 çулта вĕренсе тухнă. "Сиплев ĕçĕ" специальноçпа диплом илнĕ. Унтан çулталăк хушши республика больницинче врач-интернра ĕçленĕ. 1988 çултанпа вăл район больницинче акушер-гинекологра вăй хурать. Çавăнтанпа вăл миçе хĕрарăма сиплемен-ши, миçе ачана кун çути курма пулăшман-ши? "Саламлатпăр, сирĕн ача пулать", - тесе миçе çынна каламан-ши? Шутласа кăларма та май çук. Галина Игнатьевна - пĕрремĕш квалификаци категориллĕ тухтăр, пысăк опытлă специалист, пациентсемпе яланах вашават, çепĕç калаçать, пулăшма васкать. Кĕскен каласан, хăйĕн ĕçне чуна парса пурнăçлать. Çавăншăн Галина Игнатьевнăна ырă сăмахсем кăна калаççĕ.
Николай Александрович Ярабаев район больницинче 2006 çултанпа врач-хирургра ĕçлет. Кунта вăл Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухсанах килнĕ. 2006-2008 çулсенче "Пĕтĕмĕшле хирургипе" клиника ординатурине пĕтернĕ. Район больницинче ĕçленĕ хушăра Николай Ярабаев пултаруллă специалист пулнине кăтартса панă. 2009 çулта вăл район пуçлăхĕн çамрăксене паракан преми лауреачĕ пулнă. Кашни çул ун алли витĕр çĕр-çĕр çын сипленсе тухать. Кăçал кăна хирурги уйрăмĕнче 250 ытла операци тунă. Операци сĕтелĕ çинче пулнисем çамрăк тухтăра витĕмлĕ пулăшнăшăн чĕререн тав тăваççĕ, унăн ылтăн аллисем йывăр операцисене ăнăçлă пурнăçлама, йывăр чирлекенсене ура çине тăратма пултарнине палăртаççĕ.
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"