11 января 2017 г.
Çак кунсенче район администрацийĕн ЗАГС пайĕ 2016 çулхи ĕçе пĕтĕмлетнĕ. Пĕлтĕр пĕтĕмпе районта 114 ача çуралнине регистрациленĕ, вĕсенчен 51-шĕ хĕрача, 63-шĕ арçын ача. 39 ача çемьере пĕрремĕш, 52-шĕ - иккĕмĕш, 17-шĕ - виççĕмĕш, тăваттăшĕ - тăваттăмĕш, иккĕшĕ - пиллĕкмĕш. Арçын ачасем хушшинче Арсений, Константин тата Максим ятсем анлă сарăлнă. Хĕрачасене вара ашшĕ-амăшĕ ытларах Анна, Анастасия тата Ульяна ятсем хунă. Сайра тĕл пулакан ятсене те хунă, ун пеккисем - Зарина, Виолетта, Сабрина, Есения, Игнатий, Родион.
Иртнĕ çул 47 мăшăр çемье чăмăртанă (2015 çулта 79 мăшăрлану пулнă). Уйрăлакансен хисепĕ те самай сахалланнă. 2015 çулта 45 мăшăр уйрăлнă пулсан, иртнĕ çул - 29 мăшăр кăна. 2016 çулта вилекенсем сахалланни савăнтарать. ЗАГС пайĕ 341 çын вилнине регистрациленĕ. Çак цифра вилекенсен хисепĕ 2015 çулпа танлаштарсан чакнине пĕлтерет. Виçĕмçул 352-ĕн çут тĕнчерен уйрăлнă.
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"