11 января 2017 г.
Çĕнĕ çул уявĕсем, канмалли кунсем хăвăрт иртсе кайрĕç. Çапах та хĕллехи савăнăçлă кунсем вĕçленмен-ха. Январĕн 13-мĕшĕнче районти тĕп елка умĕнче Хĕл Мучисемпе Юр Пикесен парачĕ пулать. Çав каçхинех кивĕ Çĕнĕ çула кĕтсе илетпĕр. Унсăр пуçне январĕн 18-мĕшĕччен çветке пулса çỹремелли тапхăр пырать. Кун пек йăла-йĕрке ялсенче аван çирĕпленсе юлнă. Çĕнĕ çула мĕнле кĕтсе илни патне таврăнас пулсан, аса илтеретĕп - район территорийĕнче декабрĕн 5-26-мĕшĕсенче учрежденисене, организацисемпе предприятисене Çĕнĕ çул уявне хатĕрлессипе, илем кỹрессипе смотр-конкурс иртрĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем çакăн пек:
- суту-илỹ предприятийĕсем хушшинче райпон Хурашашри лавкка витрини чи лайăх тесе йышăннă;
- вĕренỹ учрежденийĕсем хушшинче Питĕркасси шкулĕ тата "Хастар" ФСК ыттисенчен лайăхрах хатĕрленни палăрнă;
- культура учрежденийĕсем хуш-шинче Хĕрлĕ Чутайри Культура çурчĕ - чи лайăххи;
- ял тăрăхĕсенчи уйрăм хушма хуçалăхсенчен Штанаш ял тăрăхне кĕрекен Упукушкăнь ялĕнчи Ингăпа Владимир Осиповсен хуçалăхĕ чи капăрри пулнă;
- районти предприятисемпе учрежденисем хушшинче "Бытовик" ТЯО çĕнтернĕ.
Кунсăр пуçне Çĕнĕ çул уявне тăрăшса хатĕрленекенсем, пỹрт умĕсене тĕрлĕ çутăсемпе капăрлатакансем, юртан юмахри сăнарсем ăсталакансем конкурс йĕркеленĕ ял тăрăхĕсенче уйрăмах активлă пулчĕç.
Сăмахран, Ачкасси ял тăрăхĕ кун пек конкурса темиçе çул ирттерет. 2017 çул тĕлне уйрăм кил-çурта, ял урамне çĕнĕ çул сĕмĕ кĕртес, илемлетес конкурса ял çыннисем тăрăшса хатĕрленнĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе килĕшỹллĕн Калкассинчи Сад урамĕ пĕрремĕш, Ачкассинчи Васюков урамĕ иккĕмĕш вырăна тухнă. Уйрăм çынсем хушшинче Ачкассинчи Елена Патьянова çĕнтернĕ. Çак ялти Ольга Спиридонова иккĕмĕш вырăн йышăннă, Александр Чугуновпа Александр Архалькин - виççĕмĕш. Вĕсене укçан хавхалантарнă.
Калас пулать, уява мĕнле кĕтсе илесси хамăр кăмăлтан килет. Çĕнĕ çул чи юратнă уяв пулнине палăртса кашни çулах ăна лайăх кăмăлпа хатĕрленсе кĕтсе илме тăрăшакан пуçаруллă çынсем, çемьесем районта сахал мар. Хастарсем конкурса хутшăнассишĕн кăна мар, чи малтанах хăйсен ирĕкĕпе, чун туртнипе тăрăшулăх кăтартаççĕ. Юртан тĕрлĕ сăнарсем ăсталас ĕçе аслисемпе пĕрле ачасем те явăçаççĕ. Кун пек чухне çемье татах çирĕпрех, туслăрах пуласси иккĕлентермест.
А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"