11 января 2017 г.
Районта çуралса ỹснĕ арçын иртнĕ эрнере Çĕмĕрле хулинчи автовокзалта ĕçлекен хĕрарăма çĕçĕпе чиксе амантнă. Çакăнпа çырлахман вăл, урампа иртсе пыракан 23 çулхи хĕре çĕçĕпе хăратса укçине туртса илнĕ. Инкек январĕн 4-мĕшĕнче, каçхи 7 сехетре, пулнă. Вокзал хупнă хыççăн унта ĕçлекен 39 çулхи хĕрарăм унăн территорине тĕрĕсленĕ, пĕр пỹлĕмĕнче арçынна асăрханă, ăна тухма ыйтнă. "Хăна" хурав вырăнне вокзал сотрудникне çĕçĕпе чикнĕ те тарнă. Инкек тỹснĕ хĕрарăма вăхăтра медицина пулăшăвĕ панă.
Темиçе минут иртсен çак арçынах хулара пурăнакан хĕр çине тапăннă, çĕçĕпе хăратса мĕнпур укçине туртса илнĕ. Инкек тỹсекенсем полицирен пулăшу ыйтнă. Тепĕр кунне полици сотрудникĕсем вĕсем сăнласа панă çынна тупнă. Вăл Хĕрлĕ Чутай районĕнче çуралса ỹснĕ, суд тенкелĕ çине темиçе хутчен те ларнă 36 çулхи арçын пулнă. Тытса чарнă çын хăйĕн айăпне йышăннă. Ун сăмахĕсемпе укçа Мускава кайма кирлĕ пулнă. Хальлĕхе ăна хупса лартнă.
ЧР ШĔМ-ĕн пресс-служби.
Источник: "Пирěн пурнăç"