11 января 2017 г.
Декабрĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Енри 46 ача Мускавра иртекен Пĕтĕм Раççейри Çĕнĕ çул уявĕнче савăннă. Делегаци йышĕнче тĕрлĕ ăмăртăва, нумай конкурса хутшăнса çĕнтернĕ, лайăх енчен палăрнă Даниил Макаров та пур. Çак савăнăçлă пулăм унăн пурнăçĕнче паллă вырăн йышăнĕ тата яланлăхах асра юлĕ.
Хусанушкăнчи тĕп шкулта 4-мĕш класра вĕренекен Даниил Макаров тăрăшса вĕреннине пула хăйĕн умне лартнă тĕллевсене пурнăçласа пырса çитĕнӳсем тăвать. Тĕрлĕ пулăма, конкурса хутшăнма кăмăллать Даниил, тивĕçлĕ вырăнсене çĕнсе илет.
Арçын ача шашкăлла та вылять, йĕлтĕрпе чупма та кăмăллать.
Тĕрлĕ çулсенче «Я – исследователь» тата «Правила дорожного движения глазами детей» республикăри пултарулăх конкурсĕсене, «Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш» видеоконкурса, «Славен человек трудом» пултарулăх тата тĕпчев ĕçĕсен конкурсне хутшăннă. «Природа и человек в эко-логической литературе» республикăри ачасен экологи конкурсĕнче «Вторая жизнь» номинацире 2-мĕш вырăн йышăннă, Пĕтĕм тĕнчери Çĕр кунне тата биологин тĕрлĕ енне халалланă «Птичкин дом» республикăри конкурсра – 2-мĕш вырăн, «Скворушка вернулся» республикăри экологипе тĕпчев ĕçĕнче – 3-мĕш вырăн. Республикăри 1-4-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче «Моя семья» эссе конкурсĕн лауреачĕ пулнă. Пурнăç хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене çирĕп, темăна лайăх пĕлнĕшĕн «Юный спасатель» сертификата тивĕçнĕ. Пĕтĕм тĕнчери «Мир безопасности» конкурсри «Кругозор» проектра 1-мĕш вырăн йышăннă. Раççей шайĕнчи онлайн олимпиадăсенче те пĕрре кăна мар малти вырăнсене йышăннă.
Даниил килти хуçалăхра та ашшĕ-амăшне пулăшма ӳркенмест, мĕн хушнине яланах тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Çуллахи каникул вăхăтĕнче те вăл вăхăта сая ямасть, унпа пĕлсе усă курать. Медицинăра усă куракан сиплĕ курăксене пухса типĕтсе 96,37 кг, чĕрĕлле 60,8 кг парса 2016 çулта республикăри конкурса хутшăннă.
Даниила çитĕнӳсем тума ăна вĕрентекен Вера Алексеевна Нагорова тата Альбина Александровна Макарова амăшĕ хавхалантараççĕ.
Кремльти елкăна кайса килнĕ Даниил хăйĕн савăнăçне пытармасть: «Эпĕ Мускава елкăна кайма тивĕçнĕшĕн пĕрре тĕлĕнтĕм, тепре çав тери савăнтăм. Декабрĕн 24-мĕшĕнче анне мана Шупашкара машинăпа илсе кайрĕ. Вырăна çитсен пухăннă ачасене пурне те сывлăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларчĕç. Унтан Мускава тĕрлĕ районти ачасемпе Шупашкартан пуйăспа каç еннелле тапранса кайрăмăр.
Çул вăрăмми пачах сисĕнмерĕ. Мускава çитсенех пире «Бета» ятлă хăна çуртне вырнаçтарчĕç. 24-мĕш хутри икĕ вырăнлă хăтлă пӳлĕмре пурăнтăмăр. Кунне виçĕ хут апат çитерчĕç. Каннă хыççăн автобуспа Куклачев кушакĕсен театрне илсе кайрĕç. Унта эпир «Зимняя сказка» представлени пăхса килентĕмĕр.
Чăвашран пынă кашни ачан мăйĕнче Чăваш Республикин символĕ – ялав – пулчĕ. Эпир пурте чăваш çи-пуçĕпе пултăмăр.
Декабрĕн 26-мĕшĕнче Кремль Керменĕнче Çĕнĕ çул елкинче савăнтăмăр. Пире «Лукоморье» юмах кăтартрĕç, уяв парни те пачĕç.
Тепĕр кунне экскурсире пултăмăр. Экскурсовод Хĕрлĕ площаде тата Воробьев тăвĕсем çине илсе кайрĕ, ăнлантарса, каласа пачĕ. Курса çӳресе тĕлĕнтĕмĕр. Каçхине савăнăçлă та чĕрĕ сасăллă дискотекăра чун киленĕçне тупрăмăр. Ĕмĕр асра юлмалăх туйăмсемпе киле декабрĕн 28-мĕшĕнче çитрĕмĕр».
Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри Çĕнĕ çул уявĕнче çĕршывăн пур регионĕнчен пухăннă 5500 пултаруллă ача шутĕнче пирĕн шкулта вĕренекен Даниил Макаров пурри шкул тата район чысне çĕклет. Эпир унпа тивĕçлипех мухтанатпăр.
Светлана ЯРУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"