13 января 2017 г.
Туктамăшра пурăнакан 80 çула кайнă Анатолий Мидаков хаçат-журнал вулама питĕ юратать. "Пирĕн пурнăç" хаçата иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенчен пуçласа çырăнса илет. Кăçалхи Хĕрлĕ Автан çулне те вăл район хаçачĕпе кĕтсе илчĕ. Юлашки виçĕ-тăватă çулта хаçат уйрăмах интереслĕ тухнине палăртать вăл. "Хаçатри кашни йĕркене тимлĕ вулатăп.
Акă 2016 çулхи октябрь уйăхĕнче Александр Трофимов çырнă "Çунтарса кĕллентернĕ пурнăç" материал тухрĕ. Эпĕ ăна темиçе хут та вуласа тухрăм, унта пирĕн çемьен пурнăçĕ çинчен çырса кăтартнă пекех туйăнчĕ. Мĕншĕн тесен манăн аттене те репрессиленĕ, анне ултă ачапа тăрса юлнă", - каласа парать Анатолий Федорович.
Анатолий Федоровичăн ашшĕпе амăшĕ учительсем пулнă, вăл хăй вара СХТ юсав мастерскойĕнче 30 çул ытла слесарьте вăй хунă. Мăшăрĕпе (шел те, вăл темиçе çул каялла вилнĕ) икĕ ача çуратса ỹстернĕ, хĕрĕ шкулта учительте ĕçлет, ывăлĕ Киров облаçĕнче пурăнать, почтăра тăрăшать.
Анатолий Мидаков каланă тăрăх, вăл яланах хаçат-журнал нумай çырăнса илет, вĕсем хушшинче чи юратни - район хаçачĕ. А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"