13 января 2017 г.
2013 çултанпа, диспансеризаци ирттермелли çĕнĕ йĕрке вăя кĕнĕренпе, кашни çын тенĕ пекех медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Тăватă çул хушшинче диспансеризаци ирттерме республикăна 800 миллион тенкĕ килнĕ. Медицина тĕрĕслевĕ халăхăн сывлăхне тĕрĕслесе тăрассине вăйлатма май туса панă. 2016 çулта диспансеризацие пула республикăра пурăнакансем пĕрремĕш хут чирленĕ 27 пин тĕслĕхе тупса палăртнă, вĕсен йышĕнче 413 çыннăн усал шыçăсем аталанма пуçланине пĕлнĕ.
2017 çулхи диспансеризаци медицина организацийĕсенче пуçланнă ĕнтĕ. Ытти çулсенчи пекех РФ Сывлăх сыхлавĕн министерстви палăртнă йĕркепе (21 çул тултарнисенчен пуçласа) иртет. Кăçал çак çулсенче çуралнисен диспансеризаци витĕр тухмалла: 1996, 1993, 1990, 1987, 1984, 1981, 1978, 1975, 1972, 1969, 1966, 1963, 1960, 1957, 1954, 1951, 1948, 1945, 1942, 1939,1936, 1933, 1930, 1927, 1924, 1921, 1918. Медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухас тесен район больницине каймалла. А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"