13 января 2017 г.
Хисеплĕ вулакансем! 2016 çулта эпир район хаçатĕнче "Ĕç çыннин çулталăкĕ" рубрикăпа кивĕ сăнỹкерчĕксем пичетлесе пытăмăр. Çулталăк хушшинче пурĕ 50 яхăн сăнỹкерчĕк пичетленчĕ. Кивĕ сăнỹкерчĕксене редакцине килсе е ярса панă пур çынна та чĕререн тав тăватпăр. Пуринчен те активлисем вара çаксем пулчĕç: Шĕмшешри В.Г.Храмов, Штанашри Г.В.Зотова, Яманкассинчи Ф.С.Алексеев, Шулюри О.Я.Агафонова. Трапайри Н.С.Молькова (Шулю шкулне сăнлакан сăнỹкерчĕк), Хĕрлĕ Чутайри В.Е.Романов (район больницин коллективне сăнлаканни), Шĕмшешри В.Г.Храмов (коксагыз ỹстерекен бригадăна сăнлаканни) архивĕсенче упранакан сăнỹкерчĕксем вара чи киввисем, 1947-1949 çулсенчисем, пулчĕç. Асăннă юлташсене пурне те асăнмалăх парнесем кĕтеççĕ, вĕсене редакцине кĕрсе тухма ыйтатпăр.
Кăçал Хĕрлĕ Чутай районĕ йĕркеленнĕренпе 90 çул çитни, çавна май хамăр хаçатра "Район аталанăвĕ тата çыннисем - халăх асĕнче" çĕнĕ рубрика уçăлни, сиртен асаилỹсем, сăнỹкерчĕксем кĕтни пирки пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Районăн сумлă юбилейне кĕтсе илнĕ май эпир кивĕ сăнỹкерчĕксен рубрикине малалла тытса пырас терĕмĕр. Сăнỹкерчĕксене кăçал çакăн пек ятсемпе кун çути кăтартăпăр: "Сана таçтан паллатăп эп, Чутай" (район центрне, унта пулса иртнĕ пулăмсене сăнлакан сăнỹкерчĕксем кĕреççĕ) е "Объективра - Хĕрлĕ Чутай районĕ" (ял сăнне, уявĕсене, ял ĕçченĕсене, вĕсен ĕç-хĕлне сăнлаканнисем). Кун пек сăнỹкерчĕксем сирĕн архивра пуласси иккĕлентермест, кĕтетпĕр.
2017 çул çĕршывра Экологи çулталăкĕ тесе йышăннă. Ăна халалласа райхаçатра "Çутçанталăк пирĕнтен хỹтлĕх кĕтет" рубрика ĕçлеме пуçлĕ. Унта хамăр тата вулакансем тăван тавралăх пирки çырнă материалсем пичетленĕç.
Çавăн пекех Чăваш Енре кăçал Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнине шута илсе "Атте-анне пек пулас килет" ятпа ачасен хайлавĕсен конкурсне йĕркелес терĕмĕр. 1-11-мĕш классенче вĕренекен ачасен харпăр хăй ашшĕ-амăшĕ пирки çырнă материалĕсене çулталăк тăршшĕпех йышăнăпăр. Чи лайăххисем хаçатра кун çути курĕç, çулталăк вĕçĕнче вĕсене парнесем кĕтĕç. Хисеплĕ вулакансем, эсир кăçал та хастар, пирĕнпе туслă пуласса шанатпăр.
РЕДАКЦИ.
Источник: "Пирěн пурнăç"