АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Хурапа шурă уйри" турнирсем

13 января 2017 г.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе январĕн 9-мĕшĕнче шашкăлла вылякансен "Хĕлле - 2017" районти ăмăртăвĕ пулнă. Çĕнĕ çул, Сурхури уявĕсене халалланă хĕрỹ вăйăра 5-7-мĕш классенчи арçын ачасем хушшинче Мăн Этмен шкулĕнчи Владимир Михеев çĕнтернĕ, çак шкулти Роман Романов икккĕмĕш, Хĕрлĕ Чутайри Кирилл Канцеляров виççĕмĕш вырăн йышăннă. 5-7-мĕш классенчи хĕрачасем хушшинче Мишеркассинчи Надежда Емельянова, 8-11-мĕш классенчи каччăсем хушшинче Хĕрлĕ Чутайри Евгений Васильев çĕнтернĕ. 8-11-мĕш классенчи хĕрсем хушшинче Çĕн Атикасси шкулĕнчи Наталия Тиверкина тата Анастасия Иванова пĕрремĕшпе иккĕмĕш, Мишеркасси шкулĕнчи Анна Емельянова виççĕмĕш вырăна тухнă.

Çавăн пекех çак ăмăртуччен районти лайăх шахматистсем те паллă пулнă. "Хĕлле-2017" шахмат ăмăртăвĕнче хăйсен çул ỹсĕмĕнче Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекен Даниил Романов, Иван Сармандейкин, Дарья Романова, Шулю шкулĕнчи Валерий Кудряшов тата Регина Жидкова, Мишеркассинчи Анастасия Макарова çĕнтерỹçĕсем пулнă. Вĕсене пурне те район администрацийĕн грамотисемпе чысланă.

А.ДМИТРИЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика