13 января 2017 г.
Вырсарникун, январĕн 15-мĕшĕнче, РФ Следстви комитечĕ 6 çул тултарать. Ăна 2010 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнчи "Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕ çинчен" федераллă саккунпа килĕшỹллĕн 2011 çулхи январĕн 15-мĕшĕнче туса хучĕç. Унăн функцийĕсене Хĕрлĕ Чутай, Элĕк, Муркаш, Етĕрне районĕсенче пурнăçа кĕртме Етĕрнери районсем хушшинчи следстви пайĕ йĕркеленчĕ. Паян асăннă следстви пайĕнче 8-ăн ĕçлеççĕ: ертỹçĕ, унăн çумĕ, 4 следователь, 1 следователь-криминалист тата следователе пулăшаканĕ.
Пĕтĕмпе иртнĕ çул следстви пайне 439 преступлени çинчен пĕлтерчĕç, 95-шĕ пирки уголовлă ĕç пуçартăмăр, вĕсенчен 18-шĕ - Хĕрлĕ Чутай районĕнчен. Следовательсем палăртнă тăрăх, тăватă районта пĕтĕмĕшле 2 млн та 877 пин тенкĕлĕх тăкак кỹнĕ. Пĕлтĕр тăватă районта вĕлернĕ тата вĕлерессипе çыхăннă 9 преступление регистрацилерĕмĕр, Хĕрлĕ Чутай районĕнче 2 çынна вĕлернине регистрацилерĕмĕр. 2016 çулта Етĕрнери районсем хушшинчи следстви пайне коррупци енĕпе 15 преступлени çинчен пĕлтерчĕç, 9 преступлени тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçартăмăр, 4-шне суда ярса патăмăр.
Николай ЯКОВЛЕВ, РФ Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн Етĕрнери районсем хуш-шинчи следстви пайĕн ертỹçи.
Источник: "Пирěн пурнăç"