АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Рейд иртет

13 января 2017 г.

Çул çинчи хăрушсăрлăха тимлĕхре тытас тĕллевпе респуб-ликăра, çав шутра Хĕрлĕ Чутай районĕнче те, тăтăшах тĕрлĕ профилактика мероприятийĕсем иртеççĕ.

Акă 2016 çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа 2017 çулхи январĕн 30-мĕшĕччен "Тимлĕ пулăр, каникулсем" рейд иртет. Асăннă тапхăрта çул-йĕр инспекцийĕн сотруд-никĕсем водительсем пĕчĕк пассажирсене правилăсене пăхăнса турттарнине тĕрĕслеççĕ. Çавăнпа та водительсене ачасене турттарнă чухне ятарлă хатĕрсемпе усă курма ыйтатпăр. Çакăн пирки ашшĕ-амăшне кашнинчех аса илтеретпĕр пулин те вĕсем хушшинче çул-йĕр правилисене пăхăнман водительсем тĕл пулаççĕ. Кашни саккăрмĕш çул-йĕр инкекĕ ачасемпе çыхăннă.

Çул урлă каçнă чухне те тимлĕхе çухатма кирлĕ мар. Çакăн пирки ашшĕ-амăшĕн ачисене каласах тăмалла. Аса илтеретпĕр, саккунпа килĕшỹллĕн 12 çул тултарман ачасене ятарлă хатĕрсемпе кăна турттарса çỹреме юрать. Вăл унăн тăршшĕпе тата йывăрăшĕпе килĕшсе тăма кирлĕ. Малти ларкăч çинче автокреслăпа усă курас пулать. Вăл ачана авари пулнă е автомобиле васкавлă чарнă чухне вырăнта тытса хăварма пулăшать, аманассинчен хỹтĕлет. Пĕчĕк пассажира нихăçан та чĕркуççи çинче лартса ан пырăр! Çавăн пекех хăвăра тата ачăра пĕр хăрушсăрлăх пиçиххипе çыхма юраманнине асра тытăр! Автомобиль кайнă чухне ачана ларкăчсем хушшинче тăрса пыма ирĕк ан парăр! Пĕчĕк пассажирсен пурнăçĕ сирĕн алăра.

Владимир ГАЛКИН,çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн Çĕмĕрлери уйрăмĕн начальникĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика